Телефон валли чăвашла вĕрентекен хушăм шухăшласа кăларнă

Электроника хатĕрĕсем ачасен тимлĕхне ытларах та ытларах илĕртеççĕ. Çавна май Шупашкарти „Кванториум“ технопаркра вĕренекенсем телефонсемпе планшетсем уроксенче усă кӳрччĕр тесе ятарлă программа шутласа кăларнă. Тĕплĕнрех - Оксана Баскакова.

Оксана Баскакова, Павел Иритков

Андрей Павелин - чăваш алфавитне телефонпа вĕренмелли программа авторĕ. Ăна Шупашкарти „Кванториума“ çÿрекен ытти ачасем те пулăшнă. Ушкăнра вĕсем тăваттăн. Вĕренекенсем малтан проект хатĕрленĕ, унтан ăна компьютер чĕлхи çине куçарнă. Ĕçе вĕсем ака уйăхĕнче çеç пикеннĕ пулин те, телефонри хушăм сас паллисене, цифрăсене тата тĕссене чăвашла вĕрентет. Программăна 3-6 çулти ачасем валли хатĕрленĕ.

Электронлă хушăм шкулта та усăллă пулмалла. Чăваш чĕлхи урокĕсене кăсăклăрах ирттерме пулăшĕ, - теççĕ ачасем. Çавăнпа та проекта Вĕренÿ министерствине сĕнсе пăхасшăн.

Халĕ ачасен приложенине чăвашла калаçтарма вĕрентмелли çеç юлнă. Çитес вăхăтра чăваш азбукине кирек кам та телефон çине куçарса илме пултарĕ.