Сад-пахчара тĕрлĕ çимĕç туса иличчен пасарта туянсан йÿнĕрех

Сад-пахча, дача тапхăрне кăçал чылайăшĕ хуçăк кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Çакă транспортпа çÿремелли çăмăллăхсене пăрахăçланипе çыхăннă. Пахчаçăсене - вĕсенчен ытларахăшĕ пенсионерсем – хăйсен лаптăкне çӳреме кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан самай хаклăрах пуласси пăшăрхантарать. Шупашкарта пурăнакансем пысăк тухăç илессишĕн малашне те çăвĕпех дачăсенче ĕçлĕç-и?

Алиса Александрова, Екатерина Храмкина, Игорь Ульянов

«Пĕлтĕр кашни кун тенĕ пекех Атăл леш енне çырла-кăмпа пуçтарма çӳреттĕм, уçă сывлăшпа, çут çанталăкпа киленеттĕм», - аса илет Тамара Ульянова. «Кăçал хаксем улшăннине пула питех тухса çӳресси пулмĕ», - тет хĕрарăм. Хăшĕ-пĕри çу уйăхĕнче çӳреме проездной туяннă. 3 пин тенке ларнă вăл. Çапла уйăхри расхутсен виçи иртнĕ çултипе танлаштарсан 4 хут ытла ӳснĕ. Çав вăхăтрах кунран ытларах тӳлекенсем те пур. Çакă сад-пахча ăçта вырнаçнинчен те килет. Мĕн чухлĕ инçерех — çавăн чухлĕ хаклăрах. Чăваш Енре паян проезднойпа çӳреме май паракан 26 хулаçум маршручĕ. Анчах маларах пĕр документпа троллейбуспа та, автобуспа та çӳреме пулнă. Хакĕ — 600 тенкĕ. Çынсене çавăн пек турттарса «Чувашавтотранс» панкрута тухас патне çитнĕ. Çавăнпа кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен çĕнĕ йĕрке йышăннă. Халĕ троллейбуспа 700, автобуспа çӳреме 750, икĕ тĕрлĕ транспортпа çӳремелли проездной 1050 тенкĕ тăрать. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хулаçум чукун çул транспорчĕ валли те проездной туянма пулĕ. Анчах та пĕр транспортпа çӳренĕ тăкаксене çеç саплаштарĕç.

Республикăн Ĕç министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 1-мĕш кварталта компенсаци илме 6 пин ветеран заявлени панă, вĕсен тăкакĕсене пурĕ 2 миллион та 100 пин тенкĕлĕх саплаштарнă. Республика хыснинче çакна валли тепĕр 30 миллион тенкĕ пăхса хунă. Компенсаци проездной хакĕн 20 проценчĕпе танлашать.150 тенкĕрен ытларах мар вăл. Чылайăшĕ: «Уншăн заявлени те çырмăпăр», - тет. Пенсионерсем малашне калчасемпе вăрă, им-çам туяннă чух перекетлеме шутлаççĕ, çимĕçсене те сахалрах лартасшăн. Пассажирсен шучĕ халех чакнă, автобуссем те малтанхилле тулли мар. Транспорт министерствинче çакна хаксемпе мар, çанталăк йĕркеленсе çитменнипе çыхăнтараççĕ. Маларах дачăна çӳрекенсем валли çулла хаксене кăшт улăштарасси пирки сăмах хускатнă пулсан, журналистсемпе ирттернĕ брифингра нимĕнле улшăну та пулмасси пирки каларĕç.