Пултаруллă хоккеист тăван хулине манмасть

Шайбăпа хоккейла выляса тĕнче чемпионачĕ мĕнле иртнипе республикăри спорта юратакан нумай çын кăсăкланать. Вĕсен йышĕнче – студентсен Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕн капитанĕ, Çĕнĕ Шупашкарти хоккей шкулĕнче ăсталăх пухнă Дмитрий Кириллов. Пĕтĕм тĕнчери Универсиада çĕнтерÿçипе çак кунсенче спорт министрĕ тата журналистсем тĕл пулчĕç.

Владимир Тимофеев, Вячеслав Ильин, Вадим Владимиров

Дмитрий Кириллов 2010-мĕш çулта Çĕнĕ Шупашкарти „Сокол“ командăра вылянă. Килти пăр çинчех вăл Раççей чысне хÿтĕленĕ, Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчи „Либерти“ ушкăнпа тĕл пулнă. Ун чухне химиксен команди океан леш енчи спортсменсемпе тан тупăшнăччĕ.

Кăçал вара Дмитрий Кириллов юлташĕсемпе пĕрле хĕллехи Универсиадăра ылтăн çĕнсе илме пултарчĕ. Хĕрÿ тупăшăва аса илтерекен медальсĕр пуçне шайбăпа свитер тăрса юлнă. Дмитрий Хабаровскри „Амур“ командăра тата Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче 47-мĕш номерпе вылять. Ку вăл уншăн телейлĕ шутланать. Халĕ пултаруллă спортсменăн кану вăхăчĕ. Çавах та ăна вăл усăллă ирттерĕ, Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕн шкулĕнче ачасем валли мастер-классем йĕркелĕ.

- Республикăра хоккей аталанса пырать, тĕрлĕ лигăра вăйăсем иртеççĕ. Дмитрий Кириллов ачасене хăйĕн ăсталăхне кăтартни питĕ пĕлтерĕшле пулать, - тет ЧР Физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков.