Республикăра кайăк-кĕшĕк грипне хирĕç кĕрешес ыйтусемпе ĕçлекен комисси йĕркеленĕ

Хăрушлăх çук, çавах та сыхă тăмалла. Çакна паян кайăк-кĕшĕк грипне халалланă брифингра палăртрĕç. Ыйтусене Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата республикăри тĕп ветеринар Сергей Скворцов хуравларĕç. Чиртен сыхланас тесен мĕн тумалла? Кун пирки пирĕн сюжетра.

Владимир Тимофеев, Виктор Вавилкин, Владимир Синдеев

Инфекцие кÿршĕллĕ Тутарстанри „Лаишевский“ чăх-чĕп комплексĕнче тупса палăртнă. Çавна пула предприятири 447 пин кайăка тĕп тума тивет. Унсăр пуçне Тутарстана Ростов облаçĕнчен илсе килнĕ продукцире чир асăрханă. Чăваш Енре хальлĕхе лару-тăру лăпкă, апла пулин те инкек ан сарăлтăр тесен пурин те тимлĕ пулмалла.

- Пирĕн республикăра туса илекен аш-какайăн 63 проценчĕ кайăк-кĕшĕк ашĕ шутланать, - палăртрĕ Сергей Артамонов министр.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ çынна та ерме пултарть. Çавах та ансат йĕркесене пăхăнсан вăл хăрушă мар. Енчен те килти чăх-чĕп чирленине асăрхасан, çакна пытармалла мар, тÿрех ветеринари службине пĕлтермелле. Уйрăммăн илсен, кайăк тайкаланса утни, пуçне тытманни е ăна çавăрни, мăйĕ кукăрăлни, апат çиме пăрахни хуçана иккĕлентермелле. Кайăк-кĕшĕк туяннă чухне пахалăх докуменчĕсене ыйтмалла. Вирус 70 градус вĕрире пĕтет, çавăнпа аша пĕçермелле. Чăх çăмартине те апата яриччен çуса тасатмалла. Чăх-чĕп предприятисемпе суту-илÿ организацисене вара ятарлă службăсем тĕрĕслĕç.

Кайăк-кĕшĕк чирĕнчен сыхланас ыйтусемпе ĕçлеме республикăра ятарлă комисси йĕркеленĕ. Çавăн пекех кашни хулапа районта яваплă ушкăнсене çирĕплетнĕ.