Вĕрентекене сутпа айăпланă

Шупашкар районĕнчи Çĕктер поселокĕнче пурăнакан 47 çулти арçынна айăпланă. Вăл ăнсăртран шкул ачин сывлăхне сиен кӳнĕ.

Оксана Баскакова, Виктор Степанов

Уголовлă ĕç тăрăх, кăçал кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер шкулĕнче кадет класĕсенче вĕренекенсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Вăл шутра ачасем пăшал персе тупăшнă. Айăпланакан арçын çав кун шкула винтовка илсе килнĕ. Вăл ачасене столовойĕнче пăшал пеме вĕрентнĕ.

- Шкул организаторĕсенчен ыйтмасăр, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасăр ачасене винтовкăран пеме вĕрентме шут тытнă. Пĕри ачасенчен ун хĕрĕ пулнă. Вăл ăна винтовкăпа пеме хушнă. Хĕрĕ çумра тăракан арçын ачана лектернĕ. Ăна вăхăтра больницăна илсе кайса пурнăçне çăлса хăварнă, - палăртать РФ следстви комитечĕн ЧР управленийĕнчи инспектор Ольга Ермолаева.

Экспертиза палăртнă тăрăх, арçын ача йывăр аманнă. Арçынна суд 25 пин тенкĕлĕх штрафланă. Вăл хăйĕн айăпне йышăннă. Приговор хальлĕхе вăя кĕмен.