Çĕмĕрлере кадет шкулĕсен республикăри 3-мĕш смотр-конкурсĕ иртрĕ

Унăн тĕллевĕ - çамрăксене патриотла воспитани парасси, çара кайма хатĕрлесси. Ăмăрту çĕнтерӳçисем пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнĕç. Мускавра чăваш ачисем кашни çулах палăраççĕ. Çакăнта «Сыны Отечества» обществăлла пĕрлешĕвĕн тивĕçĕ пысăк.

Оксана Баскакова, Лидия Галактионова, Виктор Степанов

Конкурса хутшăнакансене шкул ачисен хорĕ саламларĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса пурте пĕр минут шăп тăчĕç, Паллă мар салтак палăкĕ умне чечексем хучĕç. Хĕрлĕ Чутайри «Авангард» кадет класĕнче вĕренекенсем кĕрешÿ ăсталăхне кăтартрĕç. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотла смотр-конкурсăн çĕнтерӳçисем. Офицерсене тата вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене сума суса кадетсем стройпа утса тухрĕç.

- Кадет шкулне эпĕ куçрăм мĕншĕн? Эпĕ çитĕнсен çар енĕпе ĕçлеме каясшăн, - тет Шупашкарти С. Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕнче вĕренекен Анастасия Иванова.

Смотр-конкурсра мала тухассишĕн 29 ушкăн тупăшрĕ. Пĕрисем Калашников автоматне салатса пуçтарнă вăхăтра теприсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç. Кадетсем стройпа тĕрĕс утнине офицерсем хакларĕç. Бал ташшисен конкурсĕ - чи илемли пулчĕ. Чаплă тум-тирлĕ вĕренекенсем вальс çеммипе çаврăнчĕç.

Чăваш Енри ытларах та ытларах каччăпа хĕр пурнăçне çар тивĕçĕпе çыхăнтарать. Çакăнта «Сыны Отечества» обществăлла пĕрлешĕвĕн тивĕçĕ пысăк. Организаци хастарĕсем çамрăксене çар ĕçне юратма вĕрентеççĕ тата салтак пурнăçне хăнăхтараççĕ.

- Эпир çулталăк тăршшĕпе шкулсенче паттăрлăх урокĕсем ирттеретпĕр. Çарти профессисем çинчен каласа кăтартатпăр, мĕнле вĕренме кĕмеллине ăнлантаратпăр, - палăртать «Сыны Отечества» обществăлла пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Иван Николаев.

Конкурсра кĕçĕн çулхисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Вăрнар районĕнчи Нурăс шкулĕнче вĕренекенсем йышăнчĕç. Вăтаммисен ретĕнче чи маттурисем муркашсем пулчĕç. Аслисем хушшинче Канаш районĕнчи Янкăлч шкулĕнче вĕренекенсем çĕнтерчĕç.