Тĕп хулари шкулсенче çамрăк дипломатсем вĕренеççĕ

3 çул каялла Шупашкарта «Çамрăк дипломат» проект пурнăçланма тытăннă. Çак тапхăрта унпа 10 шкул кăсăкланнă. Урăх çĕршыв хутшăнăвĕсен Мускаври патшалăх институчĕ çулсерен олимпиада йĕркелет. Вăл пулас дипломатсене тупса палăртма май парать. Çак кунсенче унăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ паллă пулнă.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Дипломат пулас текенсен шкулта вĕреннĕ чухнех обществознани, ют чĕлхе, географи, право тата истори предмечĕсем еннелле ытларах туртăнмалла. Программа темиçе тĕллеврен тăрать. 1-мĕш вырăнта - ачасене шкул предмечĕсемпе кăсăклантарасси. Вĕсене тĕнчери информаци уçлăхĕпе тĕрĕс усă курма хăнăхтараççĕ. Кăçалхи тапхăрта кĕретсĕр майпа тĕп хулари 1-мĕш, 2-мĕш, 4-мĕш, 5-мĕш, 46-мĕш гимназисем, 3-мĕш тата 44-мĕш лицей, 24-мĕш, 40-мĕш, 59-мĕш шкулсем хутшăннă. Олимпиада 4-мĕш гимназире иртет. Кунта ачасене харăсах 3 чĕлхепе калаçма вĕрентеççĕ.

- «Çамрăк дипломат» клуба пирĕн ачасем 2013 çултан хутшăнаççĕ. Енчен те малтан ачасем проекта тÿлевлĕ хутшăннă пулсассăн, çак çултан - тÿлевсĕр, - тет 4-мĕш гимнази директорĕ Эльвира Казакова.

Хула администрацийĕн пуçарăвĕпе конкурса хутшăнакан вĕренÿ учрежденийĕсене 100 пин тенкĕ грант уйăрнă. Çакă конкурсантсен йышне ÿстерме пулăшнă. Малтанхи тапхăрта 300 ытла вĕренекен эссе çырнă. Ĕçĕсенче вĕсем мĕншĕн дипломат пулма шут тытнине уçса панă. Вĕсенчен 10 ачана суйласа илнĕ. Чи пултаруллисем малалла тупăшĕç.

Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕнче шкул ачисем тест çыраççĕ. Малти вырăна тухнă хастар çĕнтерÿçĕ сертификачĕпе пĕрлех Австрин тĕп хулине Венăна кайма путевка тивĕçĕ.