Ялсенче терапевтсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕсем çитмеççĕ

Чăваш енре 2012 çултанпа «Земство тухтăрĕ» федераци программи пурнăçланать. Паянхи куна унпа 315 специалиста яла ĕçлеме илĕртнĕ. Кăçал тата тепĕр 25 врач районсенче тĕпленме шут тытнă. Çамрăк тухтăрсем еплерех пурăнни тата ялсенче хăш специалистсем çитменни пирки пирĕн сюжетра.

Надежда Александрова, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров

Ялсенче медицина кадрĕсем çителĕксĕр пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çивĕч ыйтăва патшалăх шайĕнче татса памалла.

- Ялсенче ăçта специалистсем çитмеççĕ, эпир вĕсене çавăнта яратпăр. Килĕшÿ тусассăн 1 миллион тенкĕ паратпăр. Укçине илсен вĕсен 5 çул ĕçлемелле, - тет ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов.

Елчĕк районĕнче 11 çамрăк тухтăр ĕçлет. Вĕсен йышĕнче педиатр, стоматолог, терапевтпа гинеколог тата ыттисем те. Ирина Смирнова «Земство тухтăрĕ» программăна чи малтан хутшăннисенчен пĕри. Патшалăх панă укçапа вăл мăшăрĕпе хăтлă çурт çавăрнă. Иккĕмĕш ача çуратнă. Тепĕр çулталăк çурăран ĕçе тухнă.

- Кунта эпĕ 2013 çултанпа. Чăваш патшалăх университечĕ пĕтернĕ. Елчĕкре ĕçлессе малтанах пĕлнĕ. Манăн мăшăр ку тăрăхран, - каласа кăтартать район тĕп больницинчи акушер-гинеколог Ирина Смирнова.

Больницăра алă усса ларма вăхăт çук. Поликлиникăра чирлисене йышăнмалла, стационарта дежурство тăмалла - практикăпа опыт хăвăрт пухăнать. Нумай çул тăрăшакан тухтăрсем тинех хаш сывласа янă.

- Эпĕ Елчĕк больницинче 36 çул ĕçлетĕп. Çамрăк врачсем килнишĕн питĕ кăмăллă. Манăн опыт пур, вĕсем хăвăрт ĕçлеççĕ, компьютер лайăх пĕлеççĕ, - палăртать район тĕп больницинчи акушер-гинеколог Алиса Пупина.

Ялсенче пурăнакансем те патшалăх программи ĕçленин витĕмне туйса илнĕ. Çапах та чылай районта халĕ те тухтăрсем çитмеççĕ. Уйрăмах участок терапевчĕсем, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсем тата фельдшерпа-акушер пунктĕнче ĕçлекенсем кирлĕ.

Малтанласа патшалăх программипе çамрăксем çеç усă курма пултарнă. Халĕ 35 - 50 çул тултарнă специалистсем те тивĕçееççĕ. Республикăн сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ялсенче паянхи куна 900 врач тăрăшать. Вĕсенчен кашни виççĕмĕшĕ «Земство тухтăрĕ» федераци программине хутшăннă çамрăк специалист.