Депутатсем вăрçă ветеранĕсене саламларĕç

Республикăра Аслă Çĕнтерĕве халалланă ĕç-пуç малалла пырать. Паян Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем уявпа хисеплĕ мăшăра - вăрçă ветеранĕсене киле пырса саламларĕç. Вероника Павлова тĕплĕнрех.

Вероника Павлова, Александр Яковлев

Сумлă çынсене ĕç ветеранĕсем иртенпех кĕтрĕç. Хăнара Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев тата Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Петров пулчĕç. Вĕсем ветерансене хаклă парнесем пачĕç, сывлăхĕпе кăсăкланчĕç. Георгий Ивановичпа Антонина Ивановна 70 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Мăшăрсем Патĕрьел районĕнчи Первомайски ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çамрăклах вăрçă нушине тÿснĕ. Антонина Янаслова 324-мĕш дивизире çапăçнă, телефонист тата радист пулнă. Минск тата Курск хулисене тăшманран хăтарма хутшăннă. Йывăр аманнă хыççăн 6 уйăх госпитальте сипленнĕ, унтан тин тăван ялне таврăннă.

- Çумрах снарядсем çурăлаççĕ, лăпкă мар. Анчах та хамăр ĕçе лайăх пĕлнĕ, - тет Антонина Янаслова.

Георгий Иванович та çĕнтерĕве çывхартнă. Иркутск хулинчи вĕçев училищине пĕтернĕ хыççăн çамрăк тÿрех фронта кайнă.

- Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнченех çапăçма пуçланă, авиамеханик пулнă, - тет Георгий Савинов.

Георгий Савинов бомба пăрахакан самолетсене юсанă. Темиçе хутчен штурвал умне ларма та тÿр килнĕ. Вăл Бухарест тата Варшава хулисене фашистсенчен хăтарнă, нацистла Германи тĕп хулине – Берлина çитнĕ. Георгий Иванович нумаях пулмасть 99 çул тултарнă. Çамрăк ăру вăрçă асапне нихăçан та ан куртăр, тет.