Çĕнтерÿ юррине пурте пĕрле шăрантарчĕç

«День Победы» юрă темиçе теçетке çул ĕнтĕ çу уйăхĕн 9-мĕшĕн тĕп палли шутланать. Ăна 1975-мĕш çулта çырнă. Çак хайлава халаллса Шупашкарта кăçал та уяв иртрĕ. Пухăннисем паллă юрра пĕрле шăрантарчĕç.

Надежда Александрова, Ирина Ромадова, Александр Яковлев

Сивĕ те çумăрлă çанталăк чылайăшне хăратрĕ пулин те, Хĕрлĕ тÿреме çын самай пуçтарăнчĕ. «День Победы» юрра йăлана кĕнĕ йĕркепе çĕршывĕпе 18 сехетре тăсса яраççĕ. Унччен Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнакансем хайлав сăмахĕсене аса илчĕç, ытти çар юррисене юрларĕç. Çакăнта пухăннисене шкул ачисемпе студентсем, профессилле юрăçсем тата «Волжские берега» çар оркестрĕ пулăшса пычĕç.

- Эпĕ вăрçă юррисене пĕлетĕп, кăмăлтан юрлатăп, - тет акцие хутшăнакан Анна Васильева.