Вăрçăра пуç хунă салтака нумай çул иртсен тăван ялĕнче пытарчĕç

Салтак медальонĕ çапăçу хирĕнче пуç хунă çĕршер çынна шыраса тупма пулăшнă. Вĕсен йышĕнче Чăваш Енрен тухнисем те пур. 70 ытла çул хыпарсăр çухалнă шутланнăскерсем тинех тăван çĕрте канлĕх тупаççĕ. Киле вĕсене эбонитран тунă капсулăпа шалта упранса юлнă пĕчĕк хут татки тавăрать. Ун чухне, хаяр вăрçă вăхăтĕнче салтаксем тултарнă медальон – вилĕме, тесе ĕненнĕрен, ăна ытларах чух урăх тĕллевпе усă курнă. Паян капсула Çĕнтерÿ паллисенчен пĕри шутланать.

Леонид Петров

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ. Петр Илугин хĕрлĕ армееца çак кунсенче Юнкă ял тăрăхĕнче пурăнакансем юлашки çула ăсатрĕç. 1919 çулта çуралнăскер вăл 1939 çулта çар ретне тăнă. Малтан финнсене, каярах Тăван çĕр шывăн.

Аслă вăрçин пĕрремĕш кунĕсенчех нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. Салтака кайиччен çемье çавăрма та ĕлкĕреймен. Тăванĕсем ăна тыткăна лекнĕ е урăхла майпа çухалнă пуль, тесе шутланă. Салтакпа мĕн пулнине пĕлме «Отчизна» шырав ушкăнĕ тата капсулăра лайăх упранса юлнă хут татки пулăшнă. Унта паттăр çырса хăварнă ят, хушамат, ăçта çурални пĕтĕмпех пур.

Сăмах май, медальон тупни шыравçăсемшĕн пысăк ăнăçу. Вăрçăра нумай салтак капсула ăшне хут çырса хуни вилĕме çывхартать тесе ăна усă курман, унсăр пуçне вăл вăхăтра çар çыннисене шута илесси те кирлĕ пек йĕркеленсе çитмен. Петр Илугин шăмми-шаккине шыравçăсем Крым çур утравĕнче тупнă. 1941-мĕш çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа кунта çав тери хаяр çапăçусем пынă. Фашистсем çак лаптăка ярса илессишĕн талпăннă. Вĕсене хирĕç пирĕн 51-мĕш çар çапăçнă. Историксем палăртнă тăрăх, кунта 300 пине яхăн совет салтакĕ пуç хунă, çав йышра, паллах, чăвашсем те пулнă. Пĕлтĕр шыравçăсем çур утрав лаптăкĕ çинче çĕре яхăн салтакпа офицер шăмми-шаккине тупнă, вĕсенчен 4–шĕн ячĕсене палăртма май килнĕ.

Пĕри - пирĕн ентеш, Петр Илугин ефрейтор. Паттăр салтак чунĕ тăван çĕрте канлĕхне тупрĕ. Унăн вилтăпри çине малашне ял-йыш, тăванĕсем пыма пултарĕç, ячĕ вара ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче пулĕ.