Çĕнтерÿ ялавне шкулран шкула илсе çÿреççĕ

Çĕнтерÿ кунне халалласа «Часовой у знамени Победы» патриотла акци иртет. Вăл ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче пуçланнă. Унта пур шкул та хутшăнать. Çак акцие 2015 çулта ирттерме тытăннă.

Леонид Петров, Виктор Степанов

72 çул каялла Совет салтакĕсем çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Берлинти Рейхстаг çурчĕ тăррине вырнаçтарнă ялав – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Çĕнтерÿ палли пулса тăнă. Вĕренекенсем савăнăçлă лару-тăрура ялава пĕр шкултан тепĕр шкула куçараççĕ. Хальхи вăхăтра вăл тĕп хулари 27 учрежденире пулнă. Ку хутĕнче уяв 53-мĕш шкулта иртрĕ. Кунти кадетсем ялава 2-мĕш пуçламăш шкулта вĕренекенсене тыттарчĕç. Акци çу уйăхĕн 17-мĕшĕччен пырать. Унччен Çĕнтерÿ ялавне пур шкула та çитермелле.

- Вĕренекенсемшĕн çакă питĕ пысăк чыс, - тет 53-мĕш шкулта вĕрентекен Алина Смирнова.