Ача сатĕнчи чи лайăх повар 158-мĕш учрежденире тăрăшать

Пĕрремĕш хут Шупашкарта „Ача сатĕнчи чи лайăх повар“ конкурс иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - çак професси сумне ӳстересси.

Оксана Баскакова, Константин Козлов

Кулинарири чи ăста маçтăра палăртма ашшĕ-амăшĕ те хаваспах хутшăнчĕ. Ачасем поварсене юрă-ташăпа хавхалантарчĕç. Конкурс пĕрремĕш хут çеç йĕркеленĕ пулин те, унта хулари кашни ача сачĕ хутшăнма кăмăл тунă.

- Конкурсăн пĕрремĕш турне 54 повар хутшăннă. Вĕсем видеороликсем ярса панă, - пĕлтерет хула администрацийĕнчи специалист Елена Алексеева.

„Чи лайăх повар“ ята çĕнсе илессишĕн финалта тăваттăн тупăшрĕç. Пурте конкурса тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ал айĕнчи тĕрлĕ çимĕçрен кĕске вăхăтра тутлă та техемлĕ апат хатĕрлеме пысăк ăсталăх кирлĕ. Наталья Ильина 75-мĕш ача сатĕнче 3-мĕш çул ĕçлет. Ачасем мĕнле апат-çимĕç юратнине вăл лайăх пĕлет.

Поварсене вĕсем хатĕрленĕ апатăн хăйнеевĕрлĕхне тата пахалăхне кура хакларĕç. Тÿресене ăмăртакансем сĕтеле мĕнле илемлетме пĕлни те кăсăклантарчĕ. Чи пултаруллă повар ята 158-мĕш ача сатĕнче ĕçлекен Юлия Котова тивĕçрĕ. Çапах ыттисен те кӳренмелле пулмарĕ. Пурне те парнесем парса хавхалантарчĕç. Конкурса хутшăнса вĕсем хăйсем мĕн пултарнине тĕрĕслерĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Йĕркелӳçĕсем ку тупăшу йăлана кĕрессе шантарчĕç. Малашне, тен, республика шайĕнчех ирттерĕпĕр, терĕç.