Вăрнарта хальхи йышши кино залĕ уçăлчĕ

Тӳпе çăлтăрпа, «Звездный» кинозал куракансемпе тулли пултăр. Çапла калаççĕ нумай пулмасть уçăлнă кинозалшăн хĕпĕртесе Вăрнарта пурăнакансем. Тахçанхилле пĕрле пуçтарăнса вĕсем малашне пысăк экран çинче кино курма пултарĕç.

Алиса Александрова

100 пинрен ытларах çын пурăнакан ял-хулара вырнаçнă кинозалсене çĕнетес енĕпе пуçарнă программăна лекме пултарнă ку тăрăхри клубсен централизациленĕ тытăмĕ. Унпа килĕшӳллĕн кино кăтартмалли çĕнĕ йышши хатĕрсем туянма 5 миллион тенкĕ грант выляса илнĕ. Районти Культура çурчĕ валли субсидипе усă курса цифра тата сасă хатĕрĕсем, киноэкран, çемçе пукансем тата ытти япала туяннă. Вырăнти хыснаран уйăрнă укçапа курав залĕнче урай, кинобудка, хывăнса тăхăнмалли пӳлĕме тата пĕчĕк зала юсанă. Пĕр сăмахпа каласан, хальхи йышши кинозал туса панă вăрнарсене.

- Халь пурте пирĕн пата килме пултараççĕ: йĕпреçсем те, вĕсен уçăлман хальлĕхе, юнашар ялсенче пурăнакансем те. Эпир уншăн питĕ савăннă, - тет районти клубсен централизациленĕ тытăмĕн директорĕ Светлана Журавлева.

Уява килнĕ хăнасем çĕнĕ зал чаплă тесе мухтарĕç. Раççейри пĕчĕк хуласенче çакнашкал залсене федераци программипе килĕшӳллĕн йĕркелеççĕ. Пирĕн республика Атăл тăрăхĕнче ăна пурнăçлас енĕпе малтисен йышĕнче. Çапла 2016 çулта 5 зал уçăлнă пулсан, кăçал - 7. Районта кинозал валли тивĕçлĕ ят тупас енĕпе конкурс ирттернĕ. Чылайăшĕ «Звездный» ятшăн сасăланă. Аслисемшĕн те, ачасемшĕн те вăл уçăлни - пысăк парне.

Эрнере 6 кун ĕçлĕ Вăрнарти кинозал. Кашни кĕçнерникун кунта премьера кăтартма палăртнă.