Шупашкарта Çĕнтерÿ аллейине никĕслерĕç

Республикăра Çĕнтерÿ кунне паллă тума пуçланă тесен те юрать. Паян Наци библиотеки умĕнче тĕрлĕ влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем, депутатсем, обществăлла организацисен хастарĕсем, студентсемпе шкул ачисем 72 кипарис лартрĕç. Нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе кăçал шăпах çавăн чухлĕ çул çитет.

Вероника Павлова, Владимир Синдеев

Акцие йĕркелекенĕ - Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов. Вулавăш çумĕнчи лаптăка ахальтен мар суйласа илнĕ. Хула варринчи Асăну аллейи иртен-çÿрене Аслă вăрçă, Çĕнтерÿ пирки аса илтерсе тăрĕ.

- Çĕнтерÿ кунĕ умĕн çак илемлĕ акцие хутшăнма кăмăл турăмăр. Йывăçсем лартма ветерансем, шкул ачисем, студентсем килнĕ. Ку питĕ савăнтарать, - тет РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов.

Акцие хутшăнакансене пурне те ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтерчĕç. Аллейăра вăрçă ветеранĕсем те йывăç лартрĕç. Вĕсенчен çамрăксем тĕслĕх илчĕç. Вăл шутра Шупашкарти ача-пăча реабилитаци центрĕнчи шăпăрлансем. Ырă ĕçе кашни çулах тума палăртаççĕ.