Сут тенкелĕ çине ярăнса çитнĕ

Çĕнĕ Шупашкарта 4 çамрăк пĕр каçра 14-шар преступлени тума ĕлкĕрнĕ. Киревсĕр ĕç-пуç иртнĕ çул çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулнă.

Леонид Петров, Ирина Ромадова, Вадим Владимиров

17, 18 тата икĕ 19 çулти яша ушкăнпа çаратнăшăн, саккунсăр машин рулĕ умне ларнăшăн тата автомобиль вăрлама хăтланнăшăн айăплаççĕ. Следстви материалĕсем тăрăх, каччăсем çĕр каçипе 3 çăмăл машина, 3 микроавтобуспа пĕр Газеле тапăннă. Вĕсем алăксене бейсбол патаккипе тата отверткапа çĕмĕрсе уçнă. Сĕмсĕрсенчен 8 автомобиль хуçи шар курнă.

- Кайран пĕр машин тапратса унпа ярăнма шут тытнă. Ярăннă вăхăтра çул хĕрринче ларакан икĕ çăмăл машин çине кĕрсе кайнă, - палăртать РФ Следстви комитечĕн ЧР управленийĕнчи инспектор Ольга Ермолаева.