СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав ăмăртăвĕ иртрĕ

Чи пултаруллисем виççĕмĕш хут Шупашкара пуçтарăнчĕç. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ яланах вырăнти культура çурчĕсемпе шкулсенче, иккĕмĕшĕ районпа хула шайĕнче иртет. Кăçал малтанхи тура пин ытла çын хутшăннă, Шупашкарти вулава 168 çĕнтерÿçе йыхравланă.

Марина Карягина, Александр Яковлев

Чи малтан сцена çине чи пĕчĕк çĕнтерÿçĕсем тухрĕç: вĕсем - нумай пулмасть калаçма вĕреннисенчен пуçласа çичĕ çула çитичченхи чĕрĕ пуканесем. Ачасем сăвă е калав пăхмасăр калаççĕ.

Ăмăртăва пуçарса ярса йĕркелекенĕ Владимир Григорьев каланă тăрăх, пĕлтĕр пĕр-пĕр ялтан çĕнтерÿçĕ пулнă пулсан, кăçал çав тăрăхран темиçен килеççĕ. Финала кашни çитеймест, паллах. Çемьерен иккĕн-виççĕн хутшăнни те пулать. Конкурсăн тĕллевĕ пысăк та пархатарлă.

Ăмăртăва вырăсла хайлав вуласа та хутшăнма пулать пулин те, Шупашкар ачисем чăваш сăвви-калавне килĕштерни савăнтарчĕ. Сăмахран, 44-мĕш лицейра вĕренекен Арина Николаева Çеçпĕл Мишшин „Катаран каç килсен...“ сăввине ăста каласа пачĕ.

Çакна палăртса хăвармалла: ăмăртăва хутшăнакансене, ÿсĕмне кура, пилĕк ушкăна пайланă. Иккĕмĕш ушкăнра – 14 çула çитичченхисем, виççĕмĕшĕнче – аслă классенче вĕренекен яш-кĕрĕм, тăваттăмĕшĕнче – 25-е çитичченхисем, пиллĕкмĕшĕнче – аслăраххисем. Хăш авторăн мĕнле хайлавне суйласа илесси вулакансенчен хăйсенчен килет. Шăмăршă районĕнчи Палтиелĕнчен килнĕ Ольга Долгова çак ăмăртăва кашни çул хутшăннă, икĕ хутчен иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă.

Чи аслă çĕнтерÿçĕ – Çĕмĕрле районĕнчи Юманайран килнĕ Ольга Архипова. Педагогика ветеранĕн çитĕнекен ăрăва пиллесе каламалли сăмахĕ пур.

Кашни çĕнтерÿçĕ Вера Кузьминапа юнашар ларса асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕ. Вера Кузьминична вара, ачасене те, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенĕсене те мухтаса, пурин чĕрине те вырнаçмалли сăмах каларĕ.