Красноармейскинче çамрăк теннисистсем вăй виçрĕç

Красноармейскинчи спорт комплексĕнче районти шкул ушкăнĕсем сӗтел ҫи теннисла выляса тупăшрĕç. Турнирта 80 ытла ача ăмăртрĕ.

Оксана Баскакова, Юрий Васильев

Чемпионата районта 10-мĕш çул ирттереççĕ. Пуçараканĕ – районти сĕтел çи теннис федерцийĕн президенчĕ Виктор Николаев. Ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссе пырать. Хĕрачапа арçыначасем мала тухассишĕн виçĕ ушкăнра тупăшрĕç. Сӗтел ҫи теннис ӑс-тӑна аталантармалли чи лайăх мел теççĕ тĕпчевçĕсем. Унсăр пуçне вăл хăрушлăхсăр спорт тĕсĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем те çăмăллăнах выляма пултараççĕ.

- Турнира пĕрремĕш хут хутшӑнатӑп, мана килĕшрĕ, - тет Карина Афанасьева.

Çакăн пек ăмăртусем ачасене хăйсен ăсталăхне туптама пулăшаççĕ, çавăн пекех вĕсем пултаруллă спортсменсемпе паллашаççĕ. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнисем республика шайĕнче иртекен ăмăртусенче вăй виçĕç.