Чăваш Енре Çуркуннепе Ĕç уявне анлă паллă турĕç

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ уйрăмах Шупашкарта шавлă та хаваслă иртрĕ. Ĕç ушкăнĕсем тĕп урамсемпе утса тухрĕç. Демонстрацие 32 ытла пин çын хутшăнчĕ.

Надежда Александрова, Мария Никифорова, Владимир Синдеев

Колонна 10 сехетре тапранчĕ. Патриотла юрăсем шăраннă май çынсем Раççей, Чăваш Ен тата тĕп хулан ялавĕсене йăтса утрĕç. Уяв йăли-йĕрки çулсем иртнĕ çемĕн улшăнса пырать. Сăмах май, 60-мĕш çулсемччен демонстрацие хутшăнакансем Хĕрлĕ тÿремре пуçтарăнса тепĕр еннелле утнă, трибунăсем çинчен вĕсене парти ертӳçисем саламланă. Халĕ пачах урăхла - колоннăра Правительствăра ĕçлекенсем, профсоюзсен пĕрлешĕвĕн, тĕрлĕ политика партин регионти уйрăмĕн хастарĕсем. Вăл шутра Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Кунтах сывлăх, вĕренӳ, культура тытăмĕсенче тăрăшакансем, обществăлла организацисен хастарĕсем, студентсемпе ветерансем. Аслăраххисем хăйсен çамрăклăхне аса илчĕç.

Утакансене çул тăршшĕпех оркестр, пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа хавхалантарчĕç. Ялавсемпе хăмпăсен тĕсĕсене кура хăш организаци пулнине тӳрех пĕлме пулчĕ.

Демонстраци çулĕ Хĕрлĕ тÿремре вĕçленчĕ. Колоннăсем унта кӑнтӑрла тĕлне утса çитрĕç. Тĕп сцена çинчен саламсем янăрарĕç, артистсем уяв концерчĕ парнелерӗҫ.