Шупашкарта «Пурнăç йывăççи» чĕрĕлчĕ

Ыран - Чăваш патшалăх символĕсен кунĕ. Республикăн гербне, ялавне тата гимне йышăннăранпа кăçал 25 çул пулать. Çавна халалласа паян Шупашкарта ятарлă акци иртрĕ.

Надежда Александрова, Владимир Синдеев, Павел Иритков

Хула администрацийĕ флешмоба кашни кăмăл тăвакана йыхравланă. Çавăнпа та Хĕрлĕ тÿреме тĕрлĕ çулти çынсем пуçтарăнчĕç. Вĕсен йышĕнче шкул ачисем те, студентсем те, çитĕннисем те - пурĕ пин ытла çын. Пухăннисем чăвашсен тĕп паллине - «Пурнăç йывăçне» кăтартма йышăнчĕç. Темиçе минутра çынсем йĕркипе тăрса тухрĕç. Пурте йĕпкĕн хĕрлĕ хут çӳлелле йăтрĕç. Çапла майпа Чăваш енĕн «чĕрĕ символĕ» пулчĕ.

«Пурнăç йывăçĕ» рунă çырулăхĕпе çыхăннă. Вăл халăхра уйрăмах хисеплекен юман йывăçне аса илтерет. Туни республикăри чăвашсене сăнлать. Туратсем - урăх тăрăхри ентешсене тата республикăра пуранакан ытти наци çыннисене.