Çĕнтерÿ тополĕ

Паян Шупашкарта Сталинградри вăрçă кунĕсене ас тăвакан тирек йывăççин хунавне лартрĕç. Акцие Раççейри экологи çулталăкне тата çывхарса килекен Çĕнтерӳ кунне халалласа çĕршывра пĕрремĕш хут ирттерчĕç. Тĕплĕнрех Алексей Енейкин каласа кăтартать.

Алексей Енейкин, Михаил Солин

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чутах çĕрпе тикĕсленмен хула варринче çак тополь тĕлĕнмелле майпа тĕрĕс-тĕкел ларса юлма пултарнă. Паян вăл Волгоградра пурăнакансемшĕн чăн-чăн паттăрлăх символĕ шутланать. Вăтамран 80 çул ӳсекен йывăç 2-мĕш ĕмĕре куçнă пулсан та, çулсерен ешĕл çулçă кăларса вулли çинчи вăрçă суранĕсене хуплать.

Иртнĕ çулсенче специалистсем йывăçăн тĕпрен тухакан хунавĕсене тирпейлĕн касса илсе калча евĕр çитĕнтерме пуçланă. Икĕ метра яхăн ӳснĕ тĕмсене халĕ тĕрлĕ хулара лартма шутланă. Çапла, сăваплă йывăç Шупашкара та çитрĕ.

- Ку йывăç чăннипех те Сталинградри тополь хунавĕ. Ăна ятарлă рейспа илсе килнĕ. Йывăçăн докуменчĕ те пур, - тет акцие йĕркелекен Олеся Никишова.

Çак хунава ученăйсем Сталинградри хăрушă çапăçусене чăтса ирттернĕ тирек йывăççин сыпма уйăрнă турат пайĕнчен ӳстернĕ: малтан пробиркăра, унтан Волгоградри ботаника сатĕнче. Лабораторире пурнăç парнеленĕ хунав халĕ çителĕклĕ вăй илнĕ. Ăна шăпах ирĕк вырăна куçарса лартма вăхăт çитнĕ.

Шупашкарта халĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Сталинграда хӳтĕленĕ 9 ветеран пурăнать. Вĕсенчен пĕри — 99 çула кайнă Алексей Яковлев «Çĕнтерӳ тополĕ» акцие хаваспах хутшăнчĕ. Алексей Алексеевич 3 вăрçă ветеранĕ. Вăл Финпа Япун вăрçисенче те çапăçнă, танкист пулнă. Сталинградри çĕнтерӳ йывăçĕн çĕнĕ хунавне хисеплĕ ватă çĕршыва пĕрле хÿтĕленĕ салтаксене асăнса лартрĕ.

Акцие пĕр вăхăтрах çĕршыври 17 регион хутшăнчĕ. Кашнинчех пĕрер Çĕнтерӳ йывăçĕ лартрĕç. Çак тополь çитĕнсен те мамăк вĕçтермест. Вăл «Çĕнтерӳ» комплексĕнчи хăйне евĕрлĕ паттăрлăх символĕ пуласса шанатпăр.