Чăваш чĕлхине аталантарасси - кашнин яваплăхĕ

Чăваш Республикин журналистсен союзĕпе кĕнеке издательстви пуçарнипе Етĕрне хулинче „Чăвашла кĕнекене хальхи вăхăтра сарасси: йывăрлăхсем тата вĕсене татса парасси“ ятпа семинар иртрĕ. Унта Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Муркаш, Етĕрне тăрăхĕнчи библиотекарьсемпе чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç.

Марина Карягина, Вадим Владимиров

Семинарта чи малтанах кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев чăваш кĕнеки паянхи кун мĕнле кун çути курса вулакан патне çитни çинчен каласа пачĕ. Пĕлтĕр патшалăхăн çак издательствинче пурĕ 130 тĕрлĕ кĕнеке икçĕр пин экземплярпа кăларнă-мĕн. Ку ĕçре вулаканăн кăмăлне пур енлĕн шута илни паха: пĕчĕккисем хитре ÿкерчĕклĕ ансат чĕлхепе çырнă кĕске хайлавсене кăмăллаççĕ, çулланнисемшĕн шултра саспаллипе пичетлени те пĕлтерĕшлĕ. Унччен кĕнеке издательствин кашни районтах лавкка пулнă, халĕ Шупашкарта кăна виççĕ юлнă. Почта уйрăмĕсемпе киосксенче, интернет урлă кăштах сутăнать. Мĕнле меслетпе чăваш кĕнекин пахалăхне, кирлĕлĕхне ÿстермелле, çитĕнекен ăрăва юратса вулама епле хăнăхтармалла, вулавăшсене чăваш литературипе çителĕклĕн тата тăтăшшăн тивĕçтерсе тăрассине мĕнле йĕркелесе ямалла – çак ыйтусем канăç памарĕç хыççăн тухса калаçакансене те. Сĕнÿсем нумай пулчĕç.

Хальхи нумай чĕлхеллĕ саманара пирĕншĕн пуриншĕн те чи çивĕч ыйту – 21 ĕмĕре пурăнса çитнĕ чĕлхемĕр пуянлăхне упраса ăна малашне те ирĕклĕн аталанма майсем туса пырасси. Ялта ача сачĕсемпе шкулсене тăван чĕлхепе калаçман ачасем килме пуçлани чан çапма вăхăт çитни çинчен калать. Чăваш чĕлхипе литератури сехечĕсене ÿстереймесен, республикăри чĕлхесем çинчен калакан саккуна тĕплĕнрех пурнăçа кĕртмесен куллен тăрăшни, тĕрлĕ уявсемпе ăмăртусем ирттерни ячĕшĕн, уссăр пулса пыма пултарать.

Тăван чĕлхепе çыхăннă йывăр ыйтусене çĕкленĕ маях Валерий Муравьев пухса хатĕрленĕ „Етĕрне районĕн энциклопедийĕн“ иккĕмĕш томне пахаларĕç. Питĕ шел, паллă çыравçă тата таврапĕлÿçĕ нумай пулмасть пиртен яланлăхах вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Малашне кĕнеке издательстви çакăн пек усăллă тĕл пулусене ытти района çитсе те ирттересшĕн. Чăваш чĕлхине аталантарас ĕçри йывăрлăхсем урăх ăслăлăха вĕрентекен педагога, библиотекаре е çыравçа, ашшĕ-амăшне пырса тивмеççĕ тееймĕн – ку кашнин яваплăхĕ.