Çанталăк ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçне ура хурать

Акана тухма халĕ тăхтас пулать. Сăмах май, çурхисене пĕлтĕр республикăра ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче акма пуçланă.

Екатерина Фомина, Павел Иритков

Юр çуса лартиччен хуçалăхсем кĕрхи калчасене апатлантарма, çĕртме сÿрелеме ĕлкĕрнĕ. Елчĕк районĕнчи хуçалăх курăк та акнă, Патăрьел районĕнче сухан вăрлăхĕ, çĕр улми лартакансем те пулнă. Çурхи культурăсене Чăваш Енре 8 пин те 700 ытла гектар акса хăварма палăртнă. Вăрлăх 48 пин çурă тонна кирлĕ. Вăл çителĕклĕ. Халĕ хуçалăхсем ăна им-çамлас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ.