Шупашкарти Тĕп пасарта пушар тухнă

Ун пирки Чрезвычайлă лару-тăру министерствине 9 сехет тĕлнелле пĕлтернĕ.

Алиса Александрова, Надежда Андреева

Вут-çулăм суту-илÿ комплексĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă пекарньăра алхасма пуçланă. Малтан тĕпчесе палăртнă тăрăх, сăлтавĕ - предприятире ĕçлекенсем апат пĕçермелли хатĕрсемпе асăрханмасăр усă курни, электрофритюрницăна сӳнтермесĕр хăварни. Инкек тухнă вырăна 3 пушар машини çитнĕ. Çулăма 10 минутра сӳнтернĕ. „Хĕрлĕ автан“ цехăн шалти пайне юрăхсăра кăларнă. Çынсем шар курман.