Урока – унччен пулнă гаража е библиотекăна

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне Шупашкарти виçĕ шкулăн гаражĕсемпе библиотекисенчен, хушма пӳлĕмĕсенчен классем тăвĕç.

Алиса Александрова, Мария Никифорова, Александр Яковлев

Çулсерен пĕрремĕш класа каякан ачасен шучĕ ӳссе пырать, вырăнсем вара мĕнле пулнă çавăн чухлех. Специалистсен шухăшĕпе, шкулти хăш-пĕр пӳлĕмрен класс туни çак ыйтăва татса пама май парĕ. Çапла, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕплĕ юсав хыççăн 4-мĕш гимназире, 59-мĕш тата 61-мĕш шкулсенче хушма 8 класс уçăлмалла. Хула администрацийĕн вĕренӳ управленийĕн ертӳçи Дмитрий Захаров каланă тăрăх, 59-мĕш шкулта чи кĕçĕннисем валли тепĕр 3 кабинет пулĕ.

Хуçалăх пӳлĕмĕсене те юсаса классем тăвĕç. Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртнĕ май расписание те улăштарма тивĕ. Тăхтав вăхăтне ачасем тăхăнса тепĕр корпуса каймалăх тăсасшăн. Класс пулмалли пӳлĕмсене тĕпрен юсама хула хыснинчен 9 миллион тенкĕ уйăрнă.