Çул çинче тимлĕрех пулма вĕренеççĕ

Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче паян çул-йĕр правилисен пĕлĕвĕн Олимпиади иртрĕ. Унта тĕп хулари 15 шкул команди хутшăнчĕ. Ачасем водительсемпе çуран çÿрекенсен хăйсене мĕнле тытмаллине лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç.

Надежда Александрова, Александр Яковлев

Çак олимпиадăна 27-мĕш хут ирттереççĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ каламасăрах паллă. Ачасем çул-йĕр çинче тимлĕрех пулма хăнăхаççĕ.

- Олимпиадăна çул-йĕр çинче авари ан пултăр тесе ирттеретпĕр. Вĕсен шучĕ чакмасть. 24 аварире 25 ача аманнă, - палăртать ЧР Çул-йĕр патшалăх инспекцийĕнчи пай пуçлăхĕ Андрей Ершов.

Ачасем велосипедпа хăйсем мĕнлерех ярăнма пултарнине кăтартса пачĕç. Ку конкурса командăран 2 ача хутшăнчĕ - арçын ачасем хăйсем çаврăнуллăраххине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Темле пулсан та кашниех çĕнтерӳ патне талпăнчĕ.

Командăсем çавăн пекех хăйсен пĕлĕвне теори пайĕнче те тĕрĕслерĕç. Çул-йĕр правилисене пĕлнине кăтартса пачĕç. Аварие лекнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу пама та пĕлмелле пулчĕ олимпиадăна хутшăнакансен. Унсăр пуçне пултарулăх конкурсĕ те иртрĕ. Ачасем сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç. Вĕсем пĕтĕмпех çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх пирки пулчĕç.