Тирпейлĕхшĕн ялта пурăнакансем тата вырăнти пуçлăхсем яваплă

Юр кайса пĕтнĕ май тавралăха тирпей-илем кӳмелли тапхăр пуçланчĕ. Хуласенче пĕрремĕш субботниксем иртрĕç. Çӳп-çапа тирпейлессипе çыхăннă ыйту ялсенче те çивĕч тăрать. Уйрăмах çырма-çатрасенчи ăпăр-тапăра тасатассине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ку енĕпе халĕ Чăваш Енри «Çамрăксен гвардийĕ» те тăрăшать.

Алексей Енейкин, Константин Козлов

Муркаш районĕнчи Ильинка ял тăрăхне кĕрекен Хунтăкасси çывăхĕнче çулран-çул çӳп-çап купи ӳссе пырать. Вăрман çумĕнчи çырмара хуçалăхра усă курнă тем тĕрлĕ япала та асăрхама пулать. Çывăхрах ача-пăча лагерĕ вырнаçнă. Çавăнпа та кунти ăпăр-тапăр тивсе кайсан, пысăк инкек сиксе тухма пултарать. Ку вырăнта çулăм пĕрре мар алхаснă.

Йăла каяшĕсен купи паян çырма хĕрринче сарăлса выртать. Çывăхра пурăнакансем кунта стройкăран юлнă çӳп-çаппа хуçалăхри юрăхсăра тухнă ăпăр-тапăра вăрттăн килсе тăкаççĕ.

Çакăн евĕр çӳп-çап куписене халĕ кашни районтах курма пулать. Тĕрлĕ ял-хула таврашĕнчи чылай çырма-çатра кирлĕ мар ăпăр-тапăрпа вараланса тулать. Çынсене хăйсен пуласлăхă пачах та шухăшлаттармасть теме пулать.

Çак ӳкерчĕксене нумай пулмасть, Çамрăк гварди хастарĕсем Çĕрпӳ районĕнче тунă. Михайловка ялĕ çумĕнче темиçе çĕрте çӳп-çап купи сарăлса выртать. Çак йĕркесĕрлĕх, паллах, вырăнти пуçлăхсен явапсăрлăхĕпе те çыхăннă.

Хунтăкасси çывăхĕнчи тасамарлăх та вырăнти администрацин пуç ватмăшĕ пулса тăнă. Районта 2010-мĕш çулта çӳп-çап тирпейлекен полигон уçнă хыççăн, хăш-пĕр ялта йăла каяшĕсене хуçалăхсен шучĕпе илсе тухмалли килĕшӳсем те тунă. Çавах та хальлĕхе халăха çырма-çатрасене варалама чараймаççĕ. Пуçлăхсем çынсене майлă кайса ăпăр-тапăра ял тăрăхĕн шучĕпе те тасатма тăрăшнине калаççĕ.

Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май, Чăваш Ен правительстви çак çитменлĕхпе тĕпрен кĕрешме тĕллев лартнă. Кашни çын пуçне пухăнакан çӳп-çап виçине палăртса уншăн тӳлемелли норматива утă уйăхĕ тĕлне саккунпа çирĕплетеççĕ.