Шупашкарта 4-мĕш хут „Релавэкспо“ форум ĕçлет

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çĕршывсем хушшинчи «РЕЛАВЭКСПО -2017» конференци тата курав уçăлчĕ. Форума хутшăнакансене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Надежда Александрова, Константин Козлов

Вăл 2012-мĕш çулта республикăра «Электротехника кластерĕ» пĕрлешÿ йĕркеленнине аса илтерчĕ. Паян çак организаци Чăваш енри 40 предприятине çыхăнтарса тăрать. Çакăн пек пĕрлешни производительсене пĕр-пĕринпе тупăшса мар, килĕштерсе ĕçлеме май парать, терĕ. Республикăри предприятисем тĕнчери тавар кăларакансемпе пĕр шайра тăраççĕ. Куравра 24 пĕрлешÿ хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать. Çавăн пекех вĕсем кăларакан продукцине курма пулать. Унсăр пуçне форумра нумай ыйту çĕклерĕç. Паянхи ăслăлăхпа практика конференцийĕнче кăна 30 ытла çын доклад турĕ. Пурĕ вара унта 200 специалист хутшăнать. Вĕсен йышĕнче Раççейри 34 субъектри тата чикĕ леш енчи çĕршывсенчи компанисем те пур. Ку вăл уçă форум. Кашни кăмăл тăвакан докладсене итлеме тата экспозиципе паллашма пултарать. Форум ака уйăхĕн 21-мĕшĕччен пырĕ.