Чăваш Енри хĕрсемпе каччăсем Сочири çамрăксен фестивальне хатĕрленеççĕ

Кĕркунне Сочире çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм Тĕнчери фестивалĕ иртет. Халĕ форум валли волонтерсене хатĕрлеççĕ. Конкурс пысăк. Шупашкарта çеç пĕр вырăна 11 çын.

Оксана Баскакова, Ирина Ромадова, Александр Яковлев

Çак фестиваль юпа уйăхĕнче 19-мĕш хут иртĕ. Сочи хулине 150 çĕршывран 20 пин çамрăк пухăнĕ. Çавна май Раççейре волонтерсене хатĕрлекен центрсем уçнă. 20 центртан пĕрне Шупашкарта йĕркеленĕ.

- Чăваш республикинчен 50 волонтер кайма пултарать. Юнашарти хуласенчен те пирĕн центра заявкăсем панă, - тет волонтерсене хатĕрлекен центрти хастар Инга Егорова.

Шупашкарти волонтерсен центрĕ пин ытла заявлени йышăннă. Халĕ чи пултаруллисене суйлас ĕç пырать.

Волонтерсен 18 çултан аслăрах пулмалла. Çавăн пекех пĕтĕм тĕнчере усă куракан пĕр-пĕр чĕлхене лайăх пĕлмелле. Ĕçе чун ыйтнипе пурнăçлакансен йышне кĕме Шупашкарти аслă шкулта вĕренекен Ахмед Ясин та заявлени çырнă. Вăл 7 чĕлхе пĕлет, çавăнпа хăй фестивальте усăллă пуласса шанать. Нумаях пулмасть Ахмед чăвашла та вĕренме пуçланă.

Суйлав тапхăрĕ çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕçленĕ. Чăваш Енрен фестивале каякан волонтерсен ячĕсем çĕртме уйăхĕнче паллă пулĕç. Çулла вара çамрăксем тĕрлĕ тренингра хатĕрленме пуçлĕç.