Юрий Егоров паллă тренера асăнса кросс чупрĕç

Вăрнар районĕнчи Нурăс салинче Юрий Егоров паллă тренера асăнса йăлана кĕнĕ ăмăртусем иртрĕç. Çăмăл атлетикăна юратакансем кăçалхипе чупса 3-мĕш хут тупăшрĕç.

Владимир Тимофеев, Юрий Васильев

Юрий Егоров Вăрнар районĕнчи Хирпуçĕнче çуралса ÿснĕ. Волгоградри физкультура институтне пĕтернĕ. Олимп резервĕн 3-мĕш спорт шкулĕнче тренерта тăрăшнă. Нумай атлета пысăк çитĕнÿсем тума пулăшнă. Вăл шутра 26-мĕш Олимп вăййисенче мăшăрĕ - Валентина Егорова марафон чупса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Хăй те вал 1999-мĕш çулта ветерансем хушшинче 10 пин метрлă дистанцире Раççей чемпионĕ пулнă. Пултаруллă тренерăн пурнăçĕ вăхăтсăр 3 çул каялла татăлнă.

Ентешĕсем ăста спортсмена манмаççĕ. Виççĕмĕш хут ăна асăнса кросс чупса мала тухассишĕн ăмăрту йĕркелерĕç. Пухăннисене район администрацийĕнче ĕçлекенсем, вырăнти пуçлăхсем тата Юрий Егоровăн тăванĕсем саламларĕç.

Мала тухассишĕн районти шкулсемпе ытти вĕренÿ учрежденисен, çавăн пекех ĕç коллективĕсен ушкăнĕсем тупăшрĕç. Пĕрисем хутшăнни те паха терĕç пулсан, теприсем пĕтĕм вăйран çĕнтерме талпăнчĕç. Ÿксен те тăрса малалла чупрĕç.

Вĕренекенсем 500 метртан пуçласа 3 çухрăм таран, ветерансем 500 тата пин метр парăнтарчĕç. Паллах, уйрăмах шкул ачи йышлă пулчĕ. Вĕсемшĕн пĕчĕк çĕнтерÿ те пысăк хавхалану.

Ăмăрту хуçисем те тĕрлĕ ÿсĕм ушкăнĕнче палăрчĕç. Нурăс шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Катя Судова 2 çухрăмлă дистанцире çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

Çитĕннисем хушшинче вара Марина Федоровапа Эльвира Чугунова уйрăмах палăрчĕç. Пĕтĕмĕшле кашни дистанцире çивĕч кĕрешÿ пулчĕ. Юрий Егоров çакна курнă пулсан, паллах, мухтаннă пулĕччĕ, терĕç йĕркелÿçĕсем. Вĕсем турнира хутшăннисене пурне те ăнăçу сунчĕç. Уйрăмах палăрнисене Хисеп хучĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç.