Республикăра çураки пуçланнă

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, техникăна уя чи малтан кăнтăр енчи районта илсе тухрĕç. Елчĕк тăрăхĕнчи „Комбайн“ хуçалăхра 13 гектар курăк акнă. Пурĕ 6 предприятире уй-хир ĕçне тытăннă.

Владимир Тимофеев, Алексей Енейкин

- Районĕпе 40 пин гектар çинче çурхи ака ĕçĕсем туса ирттермелле. Хĕвеллĕ пулсан, кĕске вăхăтрах вĕçлемешкĕн хамăр ума тĕллев лартнă, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре кăçал тыр пул лаптакĕ 585 пин гектар йышăнмалла. Ку вăл пĕлтĕрхинчен пĕр процент çурă нумайрах. Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна кĕрхи культурăсене 4 пин гектар, нумай çул ÿсекен кураксене 1 пин гектар апатлантарнă. 379 тонна вăрлăх им-çамланă. Хуçалăхсене минераллă удобренипе 50 процент тивĕçтернĕ. Ку тĕлĕшпе предприятисем малалла ĕçлеççĕ.