Кивĕ хута – иккĕмĕш пурнăç

Республикăра кивĕ хут пуçтармалли "Вторбум" акци пырать. Кашни çын унта хутшăнса усă курнă япалана иккĕмĕш пурнăç пама пултарать. Виçĕм çул хастарсем 320 тонна хут пуçтарнă пулсан, халĕ çак кăтарту 500 тоннăпа танлашать. Проекта вăй илме, паллах, шкулсем, ача сачĕсем, предприятисем пулăшаççĕ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

„Вторбум“ акцине пирĕн телерадиокомпани те хутшăнть. Редакторсемпе корреспондентсен, режиссерсемпе продюсерсен пÿлĕмĕсенчен илсе тухнă хутпа тултарнă курупкасене машина патне çитерме темиçе те хутлама тиврĕ.

- Пĕр кунрах çĕршер хут усă куратпăр. Уйăхне вара, хăвăрах шутлăр, мĕн чухлĕ. Çавăнпа кивĕ хута иккĕмĕш пурнăç панишĕн питĕ кăмăллă, - тет «Чăваш Ен» кăларăма ертсе пыракан Екатерина Фомина.

Ку проекта çут çанталăк министерствипе "ЭКА" экологи юхăмĕ 2015 çулта пуçарнă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕ Çĕрпÿри 1-мĕш шкул палăрнă пулсан, кăçал тĕп хулари 54-мĕш шкул малта пырать. Унти ачасем 2 кунта 5 тонна яхăн кивĕ хут пухнă. Икĕ çулталăкра вара - 20 тонна.

- Пĕр çемьерен çур тонна макулатура килсе паракан та пур, - палăртать 54-мĕш шкул директорĕн çумĕ Светлана Осипова.

Купара кивĕ кĕнекесем, хаçат-журналпа тетрадьсем. Ашшĕ-амăшĕ ачисене хавхалантарас тĕллевпе ĕç вырăнĕсенче усă курнă хута та киле-киле панă. 3-мĕш класра вĕренекен Арсенипе Стефания Анастасьевсем иккĕш кана 160-а яхăн кило илсе килнĕ. Вĕсене çывăх çыннисемпе пĕрлех пĕлĕш-хурăнташĕсем таранах пулăшнă. Çак акци ачасене вĕренÿре те, ĕçре те пĕрлештернĕ. 3-мĕш «д» класра 31 вĕренекенрен пĕри те çак ĕçрен пăрăнса юлман. Кăтарту - 1 тонна хут. Шкул çак 2 çулта пухăннă укçа -тенке сая яман.

- Макулатура пухса тунă укçапа çĕвĕ машинисем, кĕнекесем туянтăмăр, - тăсать сăмахне 54-мĕш шкул директорĕн çумĕ Светлана Осипова.

Проект вăй илнĕренпе унта 120 шкул, 80 ача сачĕ хутшăннă. Çав йышра - чăваш телевиденийĕ те. Кивĕ хута "Эковата" предприятие ăсатаççĕ. Кунта унран çуртсенче ăшă тытмалли хатĕр ăсталаççĕ.