Мĕн акатăн – çав шăтать

Республикăра ака пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Хуçалăхсенче халĕ хĕрсех вăрлăх хатĕрлеççĕ, унăн пахалăхне юлашки хут тĕрĕслеççĕ. Ку енĕпе Раççей ял хуçалăх центрĕнчи специалистсем пулăшаççĕ. Вĕсен тимлĕхĕнчен тухăç мĕнле пулни нумай килет.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

"Россельхозцентра" республикăри мĕн пур ял хуçалăх предприятийĕ хăйсен вăрлăхне илсе килет. Кунта вĕсен акас умĕнхи пахалăхне тата тасалăхне тĕрĕслеççĕ. Вăрлăхпа ĕçлекен специалистсен тÿсĕмлĕхне ăмсанмалли çеç юлать. Вĕсем кашни пĕрче ятарлă кашăкпа пĕрерĕн суйлаççĕ: çÿп-çап, çум курăк вăрри мĕн чухлĕ пулнине хаклаççĕ. Кунтах вăрлăх шăтаслăхне сăнаççĕ. Тепĕр пÿлĕмре ÿсен-тăрана чир-чĕртен сыхлакан пай вырнаçнă. Специалистсем калчасене хĕлле те, çуркунне те тĕрĕслеççĕ, фитоэкспертиза тăваççĕ.

- Кăçал тырăсем питĕ нумай тымар чирĕсемпе чирлеççĕ. Эпир фитоэкспертиза тунинчен мĕнле им-çампа усă курмаллине кăтартнă, - тет Светлана Михайлова, энтофитопатолог.

Лабораторире вара пĕрре пăхсан çу уçлаççĕ теме пулать. Центрта чир-чĕре тупса палăртнипе пĕрлех ăна хирĕç кĕрешмелли микробиологи хутăшĕсене хатĕрлеççĕ.

Ака валли кăçал 48 пин çурă тонна тĕш тырă кирлĕ. Унсăр пуçне предприятисем 19 пин тонна пысăк репродукциллĕ вăрлăх акса хăварма тĕллевленĕ. Çурхи ĕçсене пуçăнма хуçалăхсен 96 проценчĕ хатĕр. Ку енĕпе уйрăмах Елчĕк, Тăвай, Патăрьел районĕсенче лайăх ĕçленĕ. Шăмăршă тата Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче вара кăштах кая юлса пыраççĕ. Тĕпрен илсен, фермер хуçалахĕсем, пĕлтерчĕ Россельхозцентрăн Чăваш енри уйрăмĕн ертÿçи Николай Малов. Графикрен юлнине çÿрçĕр енчи районсенче çĕр каярах пиçсе çитнипе сăлтавлаççĕ. Çавăн пекех ĕçе вăхăтра тума техника çитменни чăрмантарать. Çĕр ĕçченĕсем кĕрхисем лайăх вăй илессе шанаççĕ. Вĕсен 3 проценчĕ çеç хĕлкаçайман. Çурхисен тухăçĕ те ăнăçлă пултăр тесен хресченсен технологие çирĕп пăхăнмалла.

Кăçал рапс, куккурус, йĕтĕн, соя, люпин лаптăкĕсене ÿстерме палăртнă. Вĕсем çĕр ĕçченĕсене лайăх тупăш параççĕ. Çавăн пекех республикăра пахча-çимĕç ытларах туса илес тĕллевĕ.