Орфографипе пунктуаци правилисене аса илме вăхăт пур

Чăваш чĕлхи кунне тата республикăри Атте-анне çулталăкне халалласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм чăваш диктанчĕ пулĕ. Унта хутшăнса кашниех хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслеме пултарать. Йăлана кĕнĕ акцие ирттерессипе çыхăннă ыйтусене йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.

Екатерина Фомина, Константин Козлов

Диктант тексчĕсен конкурсне кăçал икĕ ĕç ярса панă, иккĕшĕ те - Геннадий Волков этнопедагогăн хайлавĕсем. Ларура тепĕр текста та - Андриян Николаев космонавт хăйĕн хĕрне пиллесе каланине те пăхса тухма сĕнчĕç. Анчах вăл орфографи, пунктуаци тĕлĕшĕнчен ансатрах пулнăран комиссие тивĕçтермерĕ. Сÿтсе явнă хыççăн Геннадий Волков калавĕсенчен пĕрне суйласа илчĕç.

- Текста çырма хатĕрленме вăхăт пур. Диктант çырас текенсене орфографи, пунктуаци правилисене пăхма сĕнетĕп. Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисене епле çырмаллине аса илмелле, - тет Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕ Геронтий Никифоров.

Орфографипе пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли Вĕренÿ институтĕнче ятарлă уроксем йĕркелĕç. Вĕсем ака уйăхĕн 18-мĕшпе 20-мĕшĕнче 13 сехетре пулаççĕ. Пĕтĕм чăваш диктантне кăçал пиллĕкмĕш хут çырăпăр.

- Малтанхи тапхăрта унта хутшăнакансем нумаях марччĕ, пин ытла çын пулса, пĕлтĕр 6 пин ытла çын çырчĕ, кăçал та çак йыш самай пуласса шанатпăр, - тет Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ăслăлăх çыруçи Леонид Петров.

Йыш çулран çул ÿссе пыни диктант çырмалли тĕрлĕ меслет пуррипе те çыхăннă. Акцине хутшăнас текенсене Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, Вĕренÿ институтĕнче, Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче тата Чăваш патшалăх университетĕнче кĕтеççĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ районта пурăнакансем килĕсенчен тухмасăрах хăйсем тĕрĕс çырма пĕлнине тĕрĕслеме пултараççĕ. Вĕсем валли диктант текстне Чăваш наци тата Тăван радио эфирĕсенче вулĕç. Интернет уçлăхĕ пулăшнипе республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсем те парта хушшине ларма пултарĕç. Пĕтĕм чăваш диктанчĕ ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре пулать.