Музыка тĕпелĕ пилĕк çулта

Наци библиотекинчи „Мерчен“ юрă-кĕвĕ тĕпелĕнче иртекен пултарулăх каçĕсем пирки „паха музыкăпа чĕрĕ сăмах тĕлпулăвĕ“ теççĕ. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенчех йĕркелесе янă, анчах пĕр тапхăр манăçнă. Пилĕк çул каялла тĕпеле çĕнĕрен уçма юрă-кĕвĕ ÿнерĕн паллă ĕçченĕсем - Михаил Кондратьев, Любовь Бушуева, Светлана Макарова, Николай Казаковпа Юрий Васильев – çине тăнă. Наци библиотекин хастар ĕçченĕ Вера Архипова ертсе пыракан „Мерчен“ пилĕк çул тултарнине паллă турĕ.

Марина Карягина, Александр Яковлев

„Мерчен“ тĕпелĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри вулакансем фестивальсемпе конференцисене, концертсемпе çĕнĕ хайлавсен хăтлавĕсене, куравсемпе уçă калаçусене хутшăнса пĕлĕвне ÿстерме пултараççĕ. Кунта юрă-кĕвĕ поэзипе, сăрă ÿнерĕпе, кино тĕнчипе пĕрлешет. Кашнинче зал тулли куракан пухăннине шута илсен, унăн усси, витĕмĕ пысăк. Тĕпеле халь ертсе пыракансем Тамара Чумаковăпа Мария Асламаса, Вера Корнишинăпа Олимпиада Агаковăна, Мефодий Денисова ырăпа асăнаççĕ – çак юрă-кĕвĕ ăстисем çур ĕмĕр каяллах тĕслĕх кăтартнине асилсе, пилĕк çул каялла çĕнĕрен чĕртсе янă та сÿннĕ вучаха.

- Вĕсем пăрахнă вăрлăхран шăтса ÿснĕ йывăç айĕнче пурин валли те вырăн пур, питĕ нумай уяв ирттеретпĕр – тет „Мерчен“ юрă-кĕвĕ тĕпелĕн ертÿçи Вера Архипова.

Хамăр республикăри кăна мар, пĕтĕм Раççей талккăшĕнчи тата чикĕ леш енчи тĕрлĕ пултарулăх пĕрлĕхĕсемпе, юхăмсемпе, театрсемпе, музейсемпе таччăн çыхăнса ĕçлекен „Мерчен“ - уйрăм ÿнер ĕçченĕн ăсталăхĕпе паллаштарса çĕнĕ ят уçакан та, паллă ушкăнсен аталану вăрттăнлăхĕсене сăнакан та. Чăваш патшалăх симфони капеллипе пĕрле, сăмахран, „Библиотекăри юрă-кĕвĕллĕ кĕçнерникунсем“, „Чун-чĕре кĕвви“ каçсем ирттересси йăлана кĕнĕ.

- Кунта ÿнерĕн мĕнпур енĕпе ĕçлекенсем, тĕрлĕ шухăшлă çынсем пуçтарăнаççĕ. Çамрăксем килни савăнтарать. „Мерченĕн“ пĕлтерĕшĕ тарăн, вăл пире пĕрле пуçтарăнса шухăшлама, канашлама май парать,- тет Чăваш патшалăх симфони капеллин ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ МОРИС ЯКЛАШКИН.

- Пĕр-пĕрне курса калаçни çĕнĕ юрăсем çырма хавхалантарать. Поэтсемпе курса калаçсан çĕнĕ юрăсем çуралаççĕ“, - хушса хурать ЮРИЙ ЖУКОВ композитор.

„Мерченре“ республикăри кинематографистсен пĕрлĕхĕн каçĕсем те иртеççĕ – режиссерсемпе, операторсемпе, киноактерсемпе тĕлпулма хапăллакан чылай. Художниксем те юрă-кĕвĕ тĕпелĕн яланхи хăнисем. Вĕсем хутшăннипе кунта курав-концертсем йĕркелеççĕ. Библиотека сумлă художниксен пултарулăхĕ çинчен ятарласа электронлă дисксем хатĕрлет. Халăх пултарулăхне аталантаракан фольклор ушкăнĕсем те „Мерченĕн“ тусĕсене чăваш юрри-кĕввипе, ташшипе, кĕпи-тумĕпе паллаштараççĕ.