Пĕрле ĕçлеме те, юрлама та лайăхрах

Шупашкарти ĕç тата вĕренÿ учрежденисен коллективĕсем çуркуннехи пĕрремĕш субботнике тухрĕç. Константин Иванов ячĕллĕ сквера тасатма вĕсене артистсемпе юмахри сăнарсем пулăшрĕç.

Оксана Баскакова, Михаил Солин

Экологи акцийĕ савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Йĕркелӳçĕсем артистсемпе юрăçсене чĕннĕ. Вĕсем субботнике хутшăнакансене хавхалантарса тăчĕç.

- «Таса Шупашкар» акци иртет. Эпир Çамрăксен правительствинчи хастарсем сквера тасатма килтĕмĕр, - тет Анастасия Иванова студент.

Субботнике 200 ытла çын хутшăнчĕ. Сехетре пĕр машин çÿп-çап пуçтарчĕç. Хастарсен шухăшĕпе, халăха тирпейе хăнăхтармалла. Унсăрăн сквер каллех тасамарлăхпа тулса ларĕ.

- Эпĕ хулана юратнăран субботнике тухрăм, - тет чăваш халăх артисчĕ Августа Уляндина.

Пĕтĕм хулари субботнике вара шăмат кун ирттерме палăртнă. Çанталăк ăшă пулсан, пурне те Çĕнтерӳ паркне йыхравлаççĕ.