Ăратлă выльăх-чĕрлĕх – хуçалăхсен тупăш никĕсĕ

Сĕт сăвăмне тата унăн пахалăхне ÿстерес, çавна май ытларах ĕçлесе илес тесен, селекцири çĕнĕлĕхсемпе тан утмалла. Çакăн пирки республикăн ял хуçалăх министерстви Элĕк районĕнче йĕркеленĕ канашлура тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

„Новый путь“ - ура çинче çирĕп тăракан хуçалăх. 70 ытла çын икĕ ушкăна пайланса производство объекчĕсене курса çÿрерĕ. Делегаци йышĕнче çамрăксене те асăрхама пулчĕ. Экскурсие хуçалăх ертÿçи Иван Игнатьев ертсе пычĕ. Хăнасене ĕç йĕркипе, выльăх-чĕрлĕхе мĕнле усранипе паллаштарчĕ. Чир-чĕртен сыхланса фермăсем хупă тытăмра ĕçлеççĕ. Ют çынсене кунта кĕртмеççĕ. Выльăх патне витере тăрăшакансем çеç пыма пултараççĕ.

- Вĕренмелли питĕ нумай. Кĕрсе тухмалли çулсем лайăх. Сенаж хумалли ямăсене типтерлĕ тунă, - тет Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăх ертÿçи Валерий Герасимов.

„Новый путь“ предприятире пĕр ĕнерен çулталăкне 8 пин литр сĕт суса илеççĕ. Республикăри вăтам кăтарту вара - 5 - 6 пин. Хуçалăхра ăратлă выльăхпа çеç ĕçлеççĕ. Тупăш тăвас тесен çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине специалистсем лайăх ăнланаççĕ.

Кулленхи çивĕч ыйтусене пухăннисем вырăнти культура çуртĕнче иртнĕ канашлура сÿтсе яврĕç. Ăратлă мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе Чăваш енре 6 завод тата 11 репродуктор ĕçлет. Вĕсенче 18 пин те 600 ытла пуç выльăх шутланать. Çитес вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Комминтерн» предприяти çак енĕпе тăрăшма пуçласшăн. Уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине вара çитес çулсенче 100 процента çитерме палăртнă.

Ял хуçалăхра тăрăшакансем тĕрлĕ ыйтăва çĕклерĕç. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарма пĕр-пĕрин опычĕпе ытларах паллашма, мастер-классем йĕркелеме калаçса татăлчĕç.