Президент Указĕсем пурнăçланаççĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Патшалăх управленийĕн тытăмне лайăхлатасси» çинчен калакан Указ кăларнăранпа 5 çул çитет. Çак тапхăрта «пĕр чӳрече» мелĕпе ĕçлекен нумай функциллĕ центрсенче улшăну чылай пулнă. Çулсерен республикăра пурăнакансенчен çурри ытла патшалăх пулăшу ĕçĕсемпе усă курать.

Алиса Александрова, Константин Козлов

Паян Чăваш Енре 250 «пĕр чӳречепе» нумай ĕç тăвакан 29 центр. Заявленисене çавăн пекех тĕслĕхлĕ библиотекăсенчи 218 офисра йышăнаççĕ. Çакă республикăра пурăнакансен 94 процентне патшалăх пулăшу ĕçĕсене кӳме май парать. Пĕлтĕр çакнашкал центрсенче 561 пин заявлени йышăннă. 218 библиотекăна пулăшу ыйтса 21 пин хутчен пынă. 2014-мĕш çулта черетре вăтамран 15 минут тăмалла пулнă пулсан, иртнĕ çул çак кăтарту 10 минутпа танлашнă. Çулран-çул нумай функциллĕ центрсен ĕçĕ анлăланса пырать. Кăçалтан водитель правине те «пĕр чӳрече» мелĕпе илме пулать. Интернетри «Госуслуги» портал çынсене килтен тухмасăр заявлени пама, вăхăта тата укçана перекетлеме май парать. Шупашкарта пурăнакан Оксана Петрова нумай функциллĕ центра тĕрлĕ ыйтупа час-часах килет. Сатике черете тăмалла-и е ача укçи илме заявлени çырмалла — мĕн-пур ыйтăва кунта хăвăрт татса параççĕ.

- Эпĕ заявлени çырнă вăхăтра ачасем ÿкерме пултараççĕ. Черетре нумай тăмалла мар, - тет Оксана Петрова.