Шупашкарта „Ташă фейерверкĕ“ конкурс пулчĕ

Ташă ăстисем Республика Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Ăмăрту Чăваш патшалăх университечĕн спорт залĕнче иртрĕ.

Екатерина Фомина, Вячеслав Ильин

Çамрăксен пултарулăхне Европа тата Латинла Америка ташшисен ушкăнĕсенче хак пачĕç. Яшсемпе хĕрсем ăмăртăва тĕплĕ хатĕрленни куçкĕрет, терĕç тÿресем. Илемлĕ çи-пуçсем çĕлеттернĕ, кашни хусканăвĕ те кĕвĕпе килĕшсе тăрать. Çакнашкал конкурс Шупашкарта иккĕмĕш хут иртрĕ. Кăçал унта Мари, Тутар, Чăваш республикисенчен, Чулхула, Киров, Чĕмпĕр облаçĕсенчен 500 ытла мăшăр тупăшрĕ. Спортсменсене хавхалантарма Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитрĕ.