Клумбăсенчен пуçласа сцена таранах тума сĕнеççĕ

Сăн ÿкерĕнмелли лаптăксем, илемлĕ чечексем тата хăйне евĕрлĕ çутă хунарĕсем. Çак улшăнусем Шупашкарти Республика тÿремĕнчи сквера кĕтеççĕ. Унăн пуласлăхне хула влаçĕсем çак вырăнта канма юратакансемпе - студентсемпе пĕрле пухăнса сÿтсе яврĕç.

Вероника Павлова, Александр Яковлев

Хула варринче вырнаçнă скверăн сăн-сăпатне Советсен Çуртне хăпартнă хыççăн тимлĕх уйăрнă. Лаптăка пиншер тĕрлĕ чечекпе тата йывăç- тĕмпе илемлетнĕ. Кунта каштансем те ешернĕ. 1960-мĕш çулта симĕс кĕтесе çĕнĕрен йĕркеленĕ. Ленин палăкне вырнаçтарнă, кăвак чăрăшсем лартнă. Туристсем валли час-часах экскурсисем йĕркеленĕ, тĕлĕнмелле ÿсен-тăранпа паллаштарнă.

Скверăн, чăннипех те, пуян истори. Кунта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тата Ял хаçалăх академийĕн студенчĕсем час-часах уçăлма килеççĕ, пушă вăхăта ирттереççĕ. Хăйсем хушшинче çак лаптăка вĕсем «пахча» тесе калаççĕ.

Çавăнпа та сквер малашлăхĕ студентсене те кăсăклантарать. Хула влаçĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва яшсемпе хĕрсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çамрăк архитекторсем хăйсен шухăшĕсене тĕпе хурса эскизсем туса килнĕ. Студентсем кунта малашне уçă пĕлĕт айĕнчи музей, тĕрлĕ кану лаптăкĕсем тата çăлтăрлă тÿпене аса илтерекен инсталляци тума сĕнеççĕ.

- Çак сквера çĕнетмелле. Çамрăксене аталанмалли вырăн кирлĕ. Ăçта вĕсем хăйсене кăтартма пултарĕç, - тет ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Елена Данилова.

Студентсем сквер варринче фонтан тăвасшăн. Çулла вăл хăйĕн илемĕпе савăнтарĕ, кĕркуннепе хĕлле вара сцена пулĕ. Унта паллă спортсменсемпе ирхи зарядка тума сĕнеççĕ. Скверта студентсем анчах мар, хула çыннисем тата влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем те пушă вăхăта ирттереççĕ. Юнашар хула администрацийĕ тата Правительство çурчĕ вырнаçнă. Тирпей-илем кĕртнĕ чух çакăнта канма юратакансен шухăшне те шута илмелле, лаптăка усăллă йĕркелемелле.

- Скверта вай-фай пулмалла мар. Кунта çынсем уçăлма килеççĕ. Интернет вара вĕсене чăрмантарма пултарать, - тет Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ Дарья Охтерова.

Хула влаçĕсем яшсемпе хĕрсен сĕнĕвĕсене шута илме шантарчĕç. Çав вăхăтрах скверăн пуласлăхне сÿтсе явма кашни кăмăл тăвакана хутшăнма чĕнсе каларĕç. Сĕнÿсене Ленин район администрацине шăнкăравласа е электронлă почтăпа çырса пĕлтерме пулать.

Аса илтеретпĕр, Раççейре хуласен сăн-сăпатне илем кĕртмелли ятарлă программа ĕçлет. Унпа килĕшÿллен Шупашкарти 15 парка тата 47 çурт çумĕнчи лаптăксене тирпейлĕç. Çак ĕçcене тума 260 миллион тенкĕ уйăрĕç.