Çамрăксем космос темипе çыхăннă вăйăсенче тупăшрĕç

Космонавтика кунĕнче шкулсемпе вулавăшсенче паттăрлăх урокĕсем пулчĕç. Шупашкар халăхĕ унсăр пуçне харăсах пĕтĕм Раççейĕпе иртекен темиçе акцине хутшăнчĕ.

Алексей Енейкин, Мария Никифорова, Михаил Солин

Андриян Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче «Первый. Космический» ятпа историллĕ вăйă иртрĕ. Унта Шупашкарти аслă шкулсемпе техникумсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. «Волонтеры Победы» пĕрлешӳ хастарĕсем вĕсене валли космоспа çыхăннă кăсăклă ыйтусем хатĕрленĕ.

- Студентсем космос пĕлĕвне кăтартма пултараççĕ. Пĕтĕмпе 14 ушкăн хутшăнма кăмăл тунă. Пуриншĕн те интереслĕ пуласса шанатпăр, - тет Ольга Волкова волонтер.

Тĕрлĕ вăйă урлă ачасем тĕнче уçлăхне тĕпчерĕç, хăйсене космонавт вырăнĕнче туйса курчĕç.

- Эпир кунта халь хамăр юлташсемпе кубсенчен космос антенни турăмăр. Тăрăшатпăр мĕн пур вăйран çĕнтерес тесе, - палăртать Александр Мукин студент.

Шупашкарти «Энерги» стадионта вара волонтерсемпе спортсменсем тата чиновниксем пĕтĕм Раççейре иртекен «Космический забег» акцине хутшăнчĕç. Совет Союзĕн учĕнăйĕсем уçлăха пĕрремĕш спутнике янă куна аса илсе 1957 метр тăршшĕ дистанцие чупса тухрĕç. Шăпах 1957-мĕш çулта этемлĕх космоса тĕпчеме пуçланă. Ăмăртура 200 яхăн çын чупрĕ. Çĕнтерӳçĕсем педуниверситетпа педагогика колледжĕнче вĕренекенсем пулчĕç.