Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче - пĕтĕм халăх диктанчĕ

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче 14 сехетре кăçалхипе 14-мĕш хут Пĕтĕм халăх диктанчĕ иртет. Пирĕн республикăра вырăсла диктанта 2013 çултанпа çыраççĕ. Акцие хутшăнакансене сертификатпа свидетельство тата асăнмалăх парне парса хавхалантарĕç.

Оксана Баскакова, Игорь Ульянов

- Пирĕн республикăра çак ĕçе Чăваш патшалăх университечĕпе „Советская Чувашия“ хаçат йĕркелеççĕ. Унта кирек кам та хутшăнма пултарать. Çитес шăмат кун Чăваш патшалăх университечĕн çĕнĕ корпусĕнче, Наци библиотекинче, Шупашкарти 31-мĕш шкулта, Гайдар ячĕллĕ ача-пăча информаци центрĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире пĕтĕм халăх диктантне çырĕç. Текст авторĕ - Леонид Юзефович. Диктанта онлайн мелпе те çырма пулать. Пĕлтĕр 500-е яхăн çын диктант çырса вырăсла мĕнле пĕлнине тĕрĕсленĕ. Иккĕн çеç „пиллĕк“ илнĕ. Кăçал кăтартăвне лайăхлатас текенсем валли Чăваш Патшалăх университетĕнче уроксем иртеççĕ. Вĕсем ака уйăхĕн 7-мĕшĕчченех пырĕç. Диктант вулакана суйласси те çулран-çул хăйнеевĕрлĕ кампание çаврăнать. Çак ĕçе тума министрсене, спортсменсене, артистсене, журналистсене йыхравлаççĕ. Кăçал йĕркелӳçĕсем ятарлă конкурс та ирттернĕ. Чи лайăх диктант вулакан ята Людмила Арзамасова тивĕçнĕ.