Чăваш Патшалăх Канашĕн 7-мĕш сессийĕ пулчĕ

Паян Патшалăх Канашĕн депутачĕсем черетлĕ 7-мĕш сессине пухăнчĕç. Ларура Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕ иртнĕ çул мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕ.

Алиса Александрова, Павел Иритков

«Çулталăк тăршшĕпе лару-тару ялан пĕр майлă пулмарĕ пулин те, тĕллевсене туллин пурнăçлама тăрашрăмăр», - пуçларĕ сăмахне Республика Пуçлăхĕ. Чăваш Ен малтанхиллех бюджет хатĕрлекен чи ăнăçлă регионсем хушшинче. Михаил Игнатьев мĕн-пур отрасле тишкерсе тухрĕ. Кăтартусемпе пухăннисем пысăк экран çинчен те паллашрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, 2016 çул тухăçлă иртнĕ. Промышленноç комплексĕнче çитĕнӳсем пур. Федераци бюджетĕнчен укçа уйăрни промышленноç предприятийĕсен хăватне ӳстерме, çĕнĕ продукци туса кăларас енĕпе ĕçлеме самай пулăшнă. Промышленноç организацийĕсене 1 миллиард та 137 ытла миллион тенкĕ укçа куçарса панă. Ял хуçалахĕнче те кăтартусем япăх мар. Сĕт суса илессипе Чăваш Ен Атăл тăрахĕнчи регионсен йышĕнче 1-мĕш , аш-какай туса илессипе 3-мĕш вырăнта. Республика Пуçлăхĕ предприятисен ертӳçисене усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе малашне те тăрăшса ĕçлеме хушрĕ. Çĕрулми лаптăкĕсене малашне те чакармалла маррине палăртрĕç ларура. Апла пулин те ытларах тухăç тата тупăш илме май паракан культурăсене «çул пани» тĕрĕсрех пулĕ, терĕç.

- Тупăш паракан рапс, кукурус, йĕтĕн акса ÿстернине ырламалла кăна, -тет ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Çавăн пекех çулсем, çурт-йĕр тăвасси, нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси, çынсене пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçарас пирки каларĕ Михаил Игнатьев. Сывлăх сыхлавĕнчи, вĕренӳри, культурăри, спортри çитĕнӳсем çинчен те калаçрĕç. Депутатсен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕ Республика Пуçлахĕ.

- Республика Пуçлăхĕ кашни çĕнĕ микрорайонта поликлиника пулмалла, тенине пурнăçлама тăрăшатпăр, -тет Владимир Викторов, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ.

Çурт-йĕр тăвасси чакнине Раççейри кризиспа сăлтавламалла. Ипотека кредичĕн ставкине кăшт чакарсанах, пĕр 8 процент хăварсан, халăх хускалса каять, çуртсем тăвасси те лайăхланĕ, - тет Николай Угаслов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ. -Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен малашне те кăтартусем аван пулĕç, - тесе вĕçлерĕ сăмахне Михаил Игнатьев.