Шупашкар районĕнчи 5 ялта çул çуккипе нушаланаççĕ

Çуран утсан асап куран, машинпа-тăк — путсах ларан. Шупашкар районĕнчи Ишек тăрăхĕнчи 5 ялта пурнăкансем çул çуккипе нушаланаççĕ. Чĕркуççи таран пылчăк ашакансемпе Алексей Енейкин тĕл пулчĕ.

Алексей Енейкин, Александр Яковлев

Суха пуç çаварса хăварнă евĕр курăнакан çак пылчăк куписене ниепле те çын е машин çÿремелли çул тесе калаймăн. Çавах та этем евĕр пурăнас текен халăх шăлне çыртса та пулин ĕçе кайса килме майне тупать. Анчах пăтăрмахсăр мар.

- Ватă çынсен, ачасен пĕчĕккисен, кам сатике, кам шкула çӳрет - хăйсем тухаймаççĕ, автобуссем кĕреймеççĕ. Ватăсен килте ларса пулăшу кĕтсе илеймесĕрех пурăнас пулать, врач килеймест. Çавăн пек питĕ япăх пирĕн пурнăç, - тет Антоний Марков, Çатра Марка ялĕнче пурăнакан.

- Эп сатике кайнă чухнех çакăн пек çулччĕ, шкула та Ишеке çӳресе эп кунта. Çак çул улшăнман. Тусанĕ, лапри-çĕпри веç çакăнта пуçтарăнать, - тет Алексей Шаров, Мăн Марка ялĕнче пурăнакан. Çăрăлчăкра путса ларнă транспорта туртса кăлармашкăн яланах трактор чĕнетпĕр, теççĕ çак çулпа çӳрекенсем. Теприсем вара машинисене çĕмĕресрен хăраса Ишек чарăнăвĕнчех лартса хăвараççĕ е каялла - ăçтан килнĕ, çавăнта каяççĕ. Хуларан яла çын турттаракан автобус водителĕсем те çак çултан хăраса тăраççĕ. Инкек тавраш пуласран шикленнине пĕлтереççĕ. Улшăну пуласса 10-шар çул кĕтсе пурăнакан халăх тарăхсах çитнĕ. Пуçлăхсем пире хăçан илтĕç-ши, теççĕ. Хураçырма ялне каякан çул та Ункă шывĕпе пĕрлешсе кайнă. Çыран хĕрри паян-ыран асфальт патнех ишĕлсе çитет. Пухăнса кайнă ыйтусен хуравне тупас тесе эпир Ишек ял тăрăхĕн администрацине çитрĕмĕр. Вырăнти пуçлăх Анатолий Максимов çак çитменлĕхсене хăй те лайăх пĕлет. Анчах та çулсене хăçан йĕркене кĕртме пултарасса татса калаймарĕ. 5 яла çыхăнтаракан çул район администрацийĕ çинче шутланса тăрать, терĕ.

Ишексем халĕ ялсене аталантармалли федераци программине кĕрес шанăçпа пурăнаççĕ. Транспорт министерстви укçа уйăрсан, ĕç вырăнтан тапранма пултарать. Çакна халăх чăтăмсăррăн кĕтет.