Красноармейскинче педагогсен спартакиади иртрĕ

Каникул вăхăтĕнче Красноармейски районĕнчи учительсем яланах спартакиада ирттереççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çуркуннехи ăмăртусене те вĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Оксана Баскакова, Юрий Васильев

Спорт уявне пухăннисем спартакиадăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Темиçе тапхăрпа йĕркелекен тупăшăва районти вĕренӳ заведенийĕсенче ĕçлекенсен командисем хутшăнчĕç. -Районти шкулсенче ĕçлекенсем çак ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ. Коллективсем маларах хатĕрленеççĕ. Спорт ăмăртăвĕсем пире çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантараççĕ, - тет Трак шкулĕнче вĕрентекен Ольга Петрова. Спартакиада программи питĕ анлă. Командăсем шахматла, шашкăлла, волейболла, теннисла выляса тупăшрĕç, дартс турнирĕсенче, ытти ăмăртусенче вăй виçрĕç. Пушă вăхăта çапла ирттерни педагогсене спортпа туслашма май панисĕр пуçне каникул хыççăн ĕçе çĕнĕ вăйпа пуçăнма пулăшать. - Çакнашкал ăмăртусене малашне те хутшăнас кăмăл пур, кунта питĕ хаваслă, - тет Красноармейскинчи 2-мĕш шкулта вĕрентекен Марина Голубева.