Çĕнĕ Шупашкарта хĕрарăм – ÿнерçĕсен ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ

„Улыбнитесь женщине“ – Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер музейĕнче çак ятпа курав ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл улттăмĕш хут уçăлчĕ. Куравра хĕрарăм ÿнерçĕсен ĕçĕсем кăна. Хĕрĕх ултă сăрă ăстин виççĕр ытла хайлавĕ тĕнче çине уйрăм куçпа пăхма сĕнет.

Марина Карягина, Михаил Солин

Çуркунне çитнине пĕлтерсе Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер музейĕнче уçăлакан хĕрарăм художниксен ĕçĕсен куравне искусствăна кăмăллакансем хальхинче те йышлăн пуçтарăнчĕç. Курав чăннипех те пуян та тĕрлĕ енлĕ: живопиçпе графика хайлавĕсем темиçе пÿлĕм йышăнаççĕ. Татьяна Петровăн ĕçĕсем чăн пурнăçри пек чĕрĕ, куçа ĕненсе вĕсене тытса пăхас килет, ÿнерçĕ кашни çырлана, курăк тунине тĕплĕн ÿкерет. Шупашкарти ÿнерпе графика факультетĕнче Ревель Федоровпа Нина Алимасова вĕренекенĕ пулнă Татьяна ку курава, çавăн пекех „Çĕнĕ Шупашкар палитрине“ 2010 çултанпа пĕр сиктерми хутшăнать. Тепĕр уйрăм курав – Светлана Кокелĕн. Ăна ÿнерçĕ „Çутă çулла“ тесе ят панă. Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче кăна мар, Питĕрте, Болдинăра, Турцире иртнĕ пленэрсенче сăнарланнă çутă хайлавĕсене Светлана 80 тултарнă амăшне халалланă.

- Пленэрта ĕçлеме лайăх, çулла, ăшă, çутă, - тет Светлана Кокель.

Виççĕр ытла хайлав хушшинче Шупашкарти Алла Ибрагим ертсе пыракан „Отражение“ изостуди сăрăçисем пĕрремĕш хут хăйсен ĕçĕсене кăтартаççĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер шкулĕ çумĕнчи Лариса Калашникова ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ хăйĕн ăстисен хайлавĕсемпе паллаштарать. Чăваш Енри художниксен пысăк ушкăнĕ „Хĕрарăм куçĕ тĕслĕ тĕнче“ ятлă пленэр ĕçĕсем те куравра пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Курма килнисем хушшинче арçынсем те чылай. Вĕсем мĕнле хак параççĕ-ши хĕрарăм ĕçтешĕсен куравне?

- Вĕсен юратулăх вăйларах,- тет скульптор, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Владислав Зотиков.

Илеме тĕрлĕрен курса кашни хăйле кăтартакан хĕрарăм-ÿнерçĕсен ĕçĕсен куравĕ Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер музейĕнче ака уйăхĕн вĕçĕчченех пырĕ.