Çул-йĕр инспекторĕсем рейд ирттерчĕç

Кăçалхи виçĕ уйăхра çуран çÿрекенсене машин çапса кайнă тĕслĕхсен шучĕ татах ÿснĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем тăтăшах рейдсемпе асăрхаттару ĕçĕсем ирттереççĕ пулин те, çул çинчи лару-тăрăва улăштарма хĕнтерех. Çын пурнăçĕ татăлни те сахал мар.

Леонид Петров, Константин Козлов

- Паянхи куна республикăри çулсем çинче 18 çуран çÿрекен вилнĕ. 13-шĕ - хăй айăпĕпе. 3 авари çул урлă каçмалли çĕрте пулнă. Çуран çÿрекенсем çул çинчи хăрушсарлăх йĕркине пăснăшăн пирĕн сотрудниксем 9 пине яхăн протокол çырнă. Водительсем çине - 5 пине яхăн кăна, тет ЧР Çул-йĕр хăрушсăрлăх управленийĕнчи пай пуçлăхĕ
Петр Чеблуков.

Ку хутĕнчи рейдра инспекторсем тĕп хула урамĕсемпе çынсем йышлă каçакан çул лаптăкĕсене тимлĕх уйăрчĕç. Йĕркене пăсакансене штрафлас тĕллевпе мар, профилактика ĕçĕнче çул-йĕр правилисене аса илтересси малти вырăнта пулчĕ. Тĕп хулара кăна пĕлтĕр çуран çÿрекенсене машин çапса кайнă 255 тĕслĕх пулнă. 17 çын пурнăçĕ татăлнă, 247-ĕн суранланнă. Çул урлă каçнă чухне тимлĕхе çухатма юрамасть. Çуран çÿрекенпе çыхăннă мĕн пур аварирен 120-шĕ «зебра» çинче пулнă. Çул урлă каçнă чухне телефонпа усă курни, хăлхана наушникпе хуплани - инкексен тепĕр сăлтавĕ. Хăшĕ-пĕри инçех мар каçă пуррине пĕлсех машинăсем çÿрекен вырăнтан çул кĕскетме хăтланать. Çакă больницăна е юлашки çула ăсатма пултарать. Йĕпе-сапара, уйрăмах тĕттĕм чухне водителе çул хĕррипе утакана асăрхама йывăр. Хула тулашĕнче фликер çакса çÿрессине саккунра каланă пулин те, нумайăшĕ ăна усă курманни инкек патне илсе çитерет. Инспекторсем çуран çÿрекенсене явап тыттарнă тĕслĕх водительсенчен 2 хут ытларах пулни те çынсен урамри культурине ÿстерес тĕлĕшпе нумай ĕçлемеллине çирĕплетет.