Вăрçă ветеранĕ Иван Васильев – 100 çулта

Чăваш Енре паян 100 çултан иртнĕ 100 ытла çын пурăнать. Çав йышра вăрçă ветеранĕсем те пур. Вĕсенчен пĕри - Канаш районĕнчи Кăшнаруйра çуралса ÿснĕ, унта ĕçлесе пурăннă Иван Васильев.

Алексей Енейкин, Александр Яковлев

Иван Васильевич халĕ Шупашкарта — кĕçĕн хĕрĕ патĕнче пурăнать. Ялта çулла кăна пулкалать. Нумай пулмасть вăл 100 çул тултарчĕ. Çак çула çитессе шутлама та пултарайман, тет. Ветеран 7 çул ытла çарта пулнă. 1938-мĕшĕнче салтака кайнă. Украинăри кавалери полкĕнче 3 çул хĕсметре тăнă хыççăн килне таврăнма хатĕрленнĕскере вăрçă пуçланни пирки пĕлтернĕ. 24 çулти лейтенант Украинăн 3-мĕш фронтне, танксене хирĕç çапăçакан истребительсен 739-мĕш дивизине лекнĕ. Вăрçăри кашни куна ас тăвать вăл. Анчах та сасси шала кайма пуçланипе мĕн каланине ăнланма йывăртарах. Çавах та тăнларăмăр ăна.

- Вăрçă никама та кирлĕ мар, - тет вăрçă ветеранĕ.

- Атте хăй вăрçăра мĕнле çапăçнисене, ăçта пулнисене пĕтĕмпех çак тетрадь çине çырса пынă, питĕ интереслĕ вуламашкăн. Фашистсем пирĕн тыла десантниксене янă. Парашютпа сикнĕскерсене аттепе ытти салтаксем вăрманта тытса тĕп тунă, - тет Ленарида хĕрĕ.

Ветеран çак тетраде ачисемпе мăнукĕсем вулаччăр, тесе çырнă. Автобиографире чылай кăсăклă пулăм çинчен каласа кăтартнă.

Вăрçă хыççăн Иван Васильевич Энтрияль хĕрĕпе çемье çавăрнă. Вĕсем 7 ача çуртса ӳстернĕ. Вăрçă ветеранĕ ĕмĕрĕпех историпе географи учителĕнче тăрăшнă. «Вĕренӳ ĕçĕн отличникĕ» паллăна тивĕçнĕ. Паян вăл пурне те самана лăпкăлăхне упраса ăспа пурăнма хушать.