Çĕнĕшупашкарсем ирсерен тĕп хулана çитеймесĕр нуша кураççĕ

Пассажир транспортне кĕтсе илеймесĕр çула тухнă çынсен чарăнура çуршар сехет е унран та ытларах тăма тивет. Çакнашкал кăткăс лару-тăру сăлтавне тĕпчеме тата ăна татса пама Чăваш Ен транспорт министрĕ Владимир Иванов вырăна çитрĕ.

Леонид Петров, Александр Яковлев

«Турист" чарăнура ир-ирех çын нумай. Ĕçе е вĕренме кайма тухнă çыншăн кашни самант хаклă. Пассажир транспорчĕ килсенех хĕвĕшÿ пуçланать. Нумайăшĕ вырăн çитменнипе ларса каяймасть.Пассажирсем маршрутпа çÿрекен черетлĕ автобуса кĕтсе йăлăхаççĕ те кунтан иртекен çăмăл машинсене чарма хăтланаççĕ. Хăш-пĕр водитель чарăнать, тупăш тăвас тесе мар, ыттисен нушине ăнланса, çула май лартса каяççĕ, теççĕ хула çыннисем. Автобус çинчи пекех, 25 тенкĕрен ытла илмеççĕ вĕсем. "Дом правосудия" , "Роща" чарăнусенче те çак вăхăтра маршруткăпа е автобуспа ларса каясси çинчен шутламалли те çук. Çавăнпа хăш-пĕрисем Шупашкара ларса кайма хула вĕçне, юлашки чарăну патне çул тытаççĕ. Анчах та пĕр çитменлĕх пур - икĕ хут тÿлеме тивет. Транспортпа çыхăннă çивĕч ыйтăва çынсем Республика Пуçлăхĕ умĕнче хускатнă. Михаил Игнатьев икĕ хула хушшинчи пассажирсен транспорчĕн çÿревне кăлтăксăр йĕркелесе яма Владимир Иванов министра хушнă. Вăл лару-тăрăва тĕпчесе ыйтăва çитес эрнере татса пама шантарчĕ. Ирхине Çĕнĕ Шупашкартан Шупашкар енне "Чăвашавтотранс" е предпринимтательсен хушма 2 автобусне рейса кăларма палăртнă. Хула çум çыхăнăвне республикăн влаç органĕсем татса парĕç пулсан, троллейбус управленине ура çине тăратассине Çĕнĕ Шупашкар депутачĕсем хăйсем çине илнĕ. Çак кунсенче вĕсем предприятин парăмĕсене татма хула бюджетĕнчен 50 миллион ытла тенкĕ уйăрма йышăннă. Малашнехи парăмсенчен сыхланас тĕллевпе вара улшăнусем тăвĕç. Хăш-пĕр троллейбус маршручĕсем кăнтăрлахи вăхăтра рейссене сахалрах тухĕç, терĕ Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕнчи хула хуçалăхĕн управлени пуçлăхĕ Александр Андриянов. Çавăн пекех ирхине, çын уйрăмах нумай çÿренĕ чухне хушма рейссем уçсан, чарăнусем пушанасса шантарчĕ.