Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче вулавçăсен конкурсне ирттерчĕç

Унăн сăввисемпе хайлавĕсем çитĕнекен ăрăва тăван халăха, чĕлхене, тавралăха юратса чăн-чăн чăваш пулса ӳсме пулăшаççĕ. Сăмах паллă сăвăç, драматург Марина Карягина пирки. Унăн иксĕлми пултарулăхĕпе кăсăкланса халĕ чылай çĕрте тĕрлĕрен ĕç-пуç йĕркелеççĕ. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченне, тележурналиста тата паллă поэта халалласа Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче вулавçăсен конкурсне ирттерчĕс.

Алексей Енейкин, Александр Яковлев

Марина Карягина сăввисемпе калавĕсем шкулти тăван литература программине чăвашлăх тата çынлăх туйăмĕпе пуянлатаççĕ. Хăватлă сăмахсемпе шăрçаланă тарăн шухăшлă хайлавсем çамрăк вулаканăн чунĕнче ырă вăрлăх акаççĕ, тăван халăхпа мăнаçланма вĕрентеççĕ. Çакна тĕпе хурса Чăрăшкасси шкулĕнче паллă çыравçăн пултарулăхне халалланă конкурс ирттерчĕç. Тĕрлĕ ялтан пухăннă сăвăç чунлă ачасем сцена çине тухса çыравçăн калавĕсене вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, сăввисене пăхмасăр каларĕç. Уява Марина Карягина хăй хутшăнни илемлетрĕ.

- Ачасемшĕн авторне хăйне куçпа курни паха, асра юлать, çакна вĕсем манмĕç, - тет ялти шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Алина Николаева.

Паян ытти наци пекех вырăсланса пыракан чăваш халăхне çирĕп кăмăллă сăвăç тăван чĕлхе пуянлăхне упраса хăварма пулăшать, хăйĕн умне пысăк тĕллевсем лартать. Пархатарлă ĕç харама кайманни ачасен пултарулăхĕнче курăнать. Тĕрлĕ класра вĕренекенсем Карягина калавĕсем тăрăх сценкăсем лартрĕç, ăна тав туса хăйсен сăввисене парнелерĕç.

- Ачасене Карягина сăввисем пурнăçра тарăнрах шухăшлама вĕрентсе пыраççĕ. Пĕр пĕчĕк пулăма та асăрхамасăр иртмест çыравçă,- тет Валентина Кудрганова, Тăрăн шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен

Марина Федоровна уява хутшăннă кашни шкул ачинех хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Çамрăксене пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илсе палăртнă тĕллевĕсене пунăçлама сунчĕ.